Сувар

Аслă Аксу чăвашӗн – бронза!

Раççей сборнăйӗн спортсменӗ, Çӗпрел район чăвашӗ Петр Мускатинов майăн 26 – июнӗн 3-мӗшӗсенче Болгарири София хулинче армспортпа иртнӗ Европа чемпионатӗнчен бронза медальпе таврăнчӗ.

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашӗ, Раççей сборнăйӗн спортсменӗ Петр Мускатинов майăн 26 – июнӗн 3-мӗшӗсенче Болгарири София хулинче сусăррисен хушшинче армспортпа иртнӗ Европа чемпионатӗнчен бронза медальпе таврăнчӗ. Унта спортсменсем 35 çӗршывран хутшăннă. Аса илтеретпӗр, Петр Мускатинов алă вăйӗ виçессипе Тутарстанăн пилӗк хутчен чемпионӗ, Раççей чемпионачӗн виçӗ хутчен бронза призерӗ, Тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ. Европа чемпионатне пуçласа хутшăнчӗ пулсан та, çӗнтерӳпе таврăнма пултарчӗ вăл. Саламлатпăр!

Çак кунсенче Çӗпрелӗнчен тепӗр спортсмен та спортра пысăк çитӗнӳ турӗ. Шланка ялӗнчи Раиля Сатдинова июнӗн 1-3-мӗшӗсенче Мускавра кӗсменпе ишессипе иртнӗ «Большая Московская регата» халăхсем хушшинчи ăмăртура кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ. 2 çухрăм дистанцие вăл 14 минут та 42 çеккунтра иртнӗ.

Паян Çӗпрел район центрӗнчи «Алтын» спорткомплексра çак спортсменсемпе район çыннисен тӗлпулăвӗ иртнине хыпарлать район хаçачӗ. Район ятне çӳле çӗкленӗ çак икӗ спортсмена Çӗпрел районӗн Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров саламласа Хисеп хучӗпе тата асăнмалăх парнепе чысланă. Тӗлпулу ыйту-хурав мелӗпе иртнӗскер, район çыннисем спортсменсен пурнăçӗ, тренировкăсем, вӗçӗмсӗр ăмăртусем çинчен тата нумай интереслине ыйтса пӗлчӗç.Тӗрлӗ ăмăртура çӗнсе илнӗ наградисене алăра тытса курчӗç. (Р.Фатхуллов сăнӳкерчӗкӗ).

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: