Сувар

Аслă Аксури Çимӗк

Майăн 3-мӗшӗнче ваттисен кунӗ çумăрлăччӗ-тӗк, тепӗр кун сивӗрех пулсан та çанталăк заказпа тенӗ пек уяр тăчӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял çыннисемшӗн вăл парне пекех пулчӗ. Шăп çак кун иккӗмӗш çул вӗсем авалхи йăлапа Çимӗк уявне ирттереççӗ. Паллах ӗнтӗ, хальхи уява ӗлӗкхипе танлаштарма çук, унра йăла пӗлтерӗшӗ сахал, ял çыннисемшӗн...

Майăн 3-мӗшӗнче ваттисен кунӗ çумăрлăччӗ-тӗк, тепӗр кун сивӗрех пулсан та çанталăк заказпа тенӗ пек уяр тăчӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял çыннисемшӗн вăл парне пекех пулчӗ. Шăп çак кун иккӗмӗш çул вӗсем авалхи йăлапа Çимӗк уявне ирттереççӗ. Паллах ӗнтӗ, хальхи уява ӗлӗкхипе танлаштарма çук, унра йăла пӗлтерӗшӗ сахал, ял çыннисемшӗн паян вăл ытларах канупа культура мероприятийӗ. Ял çумӗнчи лапама çемйи-çемйипе пуçтарăнса утрӗç, çывăхри хуласенчен килнисене те курма пулчӗ кунта.

Ял уявне Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов уçрӗ.
- Çулран-çул çак мероприяти пирӗншӗн çывăхрах пулса пырать. Ӗлӗкрех кашни ялта çамрăксем Çимӗк кунӗнче ятарлă вырăнта тӗл пулнă, сăвăсем каланă, юрăсем юрланă. Çавăнпа та эпир çав йăла-йӗркене çӗнӗрен чӗртме шутларăмăр. Мӗншӗн тесен вăл халăха пӗрлештерет. Икӗ çул каялла кунта район Акатуйне ирттернӗччӗ, вырăн пушă ан тăтăр тесе те уяв йӗркелеме йышăнтăмăр, - терӗ Алексей Васильевич.
Çапла пӗтӗм тӗнчери христиансем Троица палăртнă кун аслăаксусем Çимӗк уявне ирттерчӗç. Ялти чи аслă çынсене - Александра Никоноровăпа Елена Анисимовăна тата чи кӗçӗннисене - Максим Мутинпа Антон Ильина юрă парнелесе саламланипе пуçланчӗ вăл. Программăра ялти фольклор ушкăнне çӳрекенсен тата шкул ачисем хатӗрленӗ концерт, спорт ăмăртăвӗсем пулчӗç. Суту-илӳ те активлă пычӗ, вӗри шашлык тутанса пăхма та пулчӗ. Пуринчен ытларах ял ачисем савăнчӗç пулмалла. Вӗсем батут çинче сикме, карусельпе ярăнма пултарчӗç. Алексей Храмов каланă тăрăх, ку енӗпе вӗсен ентешӗ, Ульяновск хулинче пурăнакан Виктор Тягусев тăрăшать. Аттракционсене вăл хăй аллипе ăсталать, музыка инструменчӗсем таранах.
Аслăраххисене концерт тыткăнларӗ пулсан, çамрăксене волейбол, футбол ăмăртăвӗсем илӗртрӗç, кире пуканӗ йăтассипе, армрестлингпа ăмăртусем те хӗрсех пычӗç. Çак спорт тӗсӗ аксусемшӗн уйрăмах хисепре. Ара, урăхла мӗнле пултăр-ха? Куç умӗнчех Европа чемпионачӗн кӗмӗл призерӗн, Раççей ăмăртăвӗсен çӗнтерӳçин Петр Мускатиновăн тӗслӗхӗ. Сăмах май, уява вăл та килнӗччӗ.
Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, мероприяти спонсорсем пулăшнипе иккӗмӗш çул иртет. Хальлӗхе вăл пит анлах мар, халăха майӗпен хăнăхтарса пыраççӗ. Йышăнсан ăна самай калăпăшлăрах ирттерес шухăш пур. Пӗлтӗр уява çынсем кăмăллăн йышăннă, килес çул та ирттерме шантарсан савăннине пытарман.
Алексей Храмов сăмахӗсемпе, мероприяти бюджечӗ пы­сăках мар, 100 пин тенке яхăн кăна. Шутланă пек уяв чапӗ халăхра сарăлсан аслăаксусен программăна лашапа чупса ăмăртассине те кӗртес ӗмӗчӗ пур. Ака ӗçӗсене епле вӗçленипе те кӗскен паллаштарчӗ Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ.
- Акана вăхăтлă вӗç­лерӗ­мӗр, халӗ уй-хирсене пăхассипе ӗçсем пыраççӗ, гербицидсем сапатпăр, рет хушшисене тирпейлетпӗр. Кăçалхи май уйăхӗ сивӗ, пулас тухăçшăн шăпах вырăнлă пулчӗ, тăпрара нӳрӗк нумай. «Май холодный - хлеборобный», - теççӗ ха­лăхра. Лайăх тухăç пуçтарасса шанатпăр, - терӗ Алексей Василье­вич.
Çак хушăра уяв хӗрсех пычӗ, курма килекенсен шучӗ те самаях йышланчӗ. Уй юрă-ташăпа, ача-пăча сассипе кӗрлесе тăчӗ, хаваслă сасăсем таçта инçете сарăлчӗç. Аслă Аксури Çимӗк кунӗ ялăн социаллă культура, хуçалăх пурнăçӗнче палăрнисене саламланипе вӗçленчӗ. Вăтам шкул директорӗ Юрий Мутин вара «Сувар» Кубокӗшӗн иртнӗ футбол турнирӗнчен виççӗмӗш вырăн йышăнса таврăннă çам­рăк спортсменсене Хисеп ху­чӗпе чысларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: