Сувар

Аслăаксусен шывӗ халь çемçе

Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов пӗлтернӗ тăрăх, яла Президент программипе апрель уйăхӗнче шыв кӗртме тытăннă. Ӗçсене сентябрьте туса пӗтерме палăртнă пулнă, анчах строительсем августрах вӗçленӗ, трассăсене хута янă. 120 çурт хуçи çӗнӗ шыва киле те кӗртсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Унчен Аслă Аксура пусăри «хытă» шывсемпе усă курнă пулсан, халӗ...

Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов пӗлтернӗ тăрăх, яла Президент программипе апрель уйăхӗнче шыв кӗртме тытăннă. Ӗçсене сентябрьте туса пӗтерме палăртнă пулнă, анчах строительсем августрах вӗçленӗ, трассăсене хута янă. 120 çурт хуçи çӗнӗ шыва киле те кӗртсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Унчен Аслă Аксура пусăри «хытă» шывсемпе усă курнă пулсан, халӗ Чакă ялӗнчен тăснă пăрăхсемпе кунта çăл шывӗ çитнӗ.

Каласа хăвармалла, Аслă Аксусăр пуçне артезиан шывӗ Тутарстанри тата 120 яла çитнӗ кăçал. Çак ӗç валли «Таса шыв» программăпа республика 600 миллион тенкӗ ытла тăкакланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: