Сувар

Чăн-чăн тупра

Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем çинчен нумай пулмасть «Упи Паттăр тăхăмӗсем документсенче» çӗнӗ кӗнеке тухнă. Вăл çак тăрăхри ялсем мӗнле йӗркеленсе кайни çинчен каласа парать. Материалсемпе статьясем тăрăх авторсем Ульяновскри архивра нумай документ тупни сисӗнет. Çавăнпа та историпе таврапӗлӳ ыйтăвӗсемпе кăсăкланакансемшӗн ку кӗнеке чăн-чăн тупра. Кӗнеке авторӗ Владимир Ярухин...

Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем çинчен нумай пулмасть «Упи Паттăр тăхăмӗсем документсенче» çӗнӗ кӗнеке тухнă. Вăл çак тăрăхри ялсем мӗнле йӗркеленсе кайни çинчен каласа парать. Материалсемпе статьясем тăрăх авторсем Ульяновскри архивра нумай документ тупни сисӗнет. Çавăнпа та историпе таврапӗлӳ ыйтăвӗсемпе кăсăкланакансемшӗн ку кӗнеке чăн-чăн тупра.

Кӗнеке авторӗ Владимир Ярухин каланă тăрăх, кӳршӗллӗ ялсенче ӗлӗк пулса иртнӗ пулăмсем, историлле фактсем, пурăннă çынсем çинчен авалхи материалсене пуçтарасси пӗр кунлăх ӗç кăна мар. Ăна çăмăл тесе те калама çук. Хуть мӗнле çыннăн та, ашшӗ-амăшӗсӗр пуçне, тăванӗсене, несӗлӗсене пӗлмелле. Унăн тăван истори, тăван çӗр, тăван чӗлхе, тăван культура пур. Анчах та автор шучӗпе çаксенчен чи пӗлтерӗшли - тăван истори.
- Эпӗ хамăн ӗçре час-часах истори справочникӗсемпе, энциклопедисемпе усă куратăп. Вӗсем мана хальхи пурнăçа лайăхрах ăнланма пулăшаççӗ, пуласлăх çинчен шухăшлаттараççӗ, - тет Владимир Егорович. - Халăхăмăрăн историне пирӗн несӗлсем йӗркеленӗ: вӗсем патшалăх никӗсне хывнă, çӗре пӗрлештернӗ, çынсене чăмăртанă, чӗлхене якатнă, культурăна пуянлатнă, наци характерне туптанă. Пире иртнӗ ăрусенчен мӗн юлни - пиншер çыннăн тарӗпе тата юнӗпе пӗвеннӗ. Çавăнпа та эпир иртнӗ кун-çулсене пархатарпа аса илмелле, хамăр Тăван çӗршывпа халăхăн историне вӗренмелле, пӗлмелле.
Эпир кашниех хамăр хыççăн йӗр хăваратпăр. Кам-тăр тарăннине, кам-тăр ытла палăрманнине. Çавна кура нумай япала асăрханмасăр юлать. Ӳкерчӗк туллирех пултăр тесен пирӗн таврари мӗнпур пулăма пӗчӗк-и вăл, пысăк-и - сăнама, анализ тума хăнăхмалла.
Михаил Григорьевич Ильин­ран тата Николай Григорьевич Хмелевран пухнă материалсенче пирӗн ялсен аталанăвӗнчи тӗп тăпхăрӗсем уçăлаççӗ, ватăсем каласа панисем аваллăх хучӗсене пуянлатаççӗ. Çак тата ытти материалсене Упи тăрăхӗнчи ялсем çинчен çырнă кӗнекен тепӗр кăларăмӗнче пичетлесе кăларăпăр.
Кӗнеке интереслӗ кăна мар, усăллă та. Упири Троица чиркӗвӗн метрика кӗнеки тăрăх çынсем хăйсен йăх тымарӗсене тупма пултараççӗ. Çак тӗллев­пе эпӗ хăш-пӗр тӗлте скобка ăшӗнче, вăл е ку герой камсен йăхӗнчен пулнине палăртрăм. Тӗплӗнрех тӗпчес текенсене çăмăлрах пултăр тесе Ульяновскри патшалăх архивӗнчи фондсен, ӗçсемпе листсен, станицăсен номерӗсене çырса хăвартăм».
Тăван халăх историйӗпе кăсăкланакансем çак кӗнекене тивӗçлӗ хак парасса шанатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: