Сувар

Чăвашла пуçланса вырăсла тăсăлмарӗ

Ял хутлăхӗсем кашнийӗ хăйӗн кукăлӗ-сăрипе килнӗ, пурне те сăйлаççӗ. Пӗрин патӗнче çăмарта тутанса пăхатăн, теприн патӗнче пулă. Çӗр çырлисем те хӗреле пуçланă иккен кунти хӗрсен илемӗнчен вăтанса.

Саплăксем уяв имиджне хăйсен Акатуйӗн чапӗ Чӗмпӗр – Çӗрпӳ автоçултан нумай-нумай инçетерех сарăлтăр тесе тунине тӗшмӗртрӗмӗр. Сарăласса иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен уява чунпа хатӗрленӗ, кăмăлтан ирттереççӗ. Культура ӗçченӗсем чуна пыракан ăшă сăмахӗсене тупса кăна тăраççӗ. Акатуй чăвашла пуçланса вырăсла тăсăлмарӗ, хамăр чӗлхепех пычӗ. Ял хутлăхӗсем кашнийӗ хăйӗн кукăлӗ-сăрипе килнӗ, пурне те сăйлаççӗ. Пӗрин патӗнче çăмарта тутанса пăхатăн, теприн патӗнче пулă. Çӗр çырлисем те хӗреле пуçланă иккен кунти хӗрсен илемӗнчен вăтанса.

Ăшпиллӗ, тараватлă халăх пӗрле савăннине куратăн та, туслăх пирӗн чи пысăк пуянлăх пулнине ӗненетӗн. Ял хăнисем Ульяновскран, Хусантан, Шупашкартан килнӗ. Пурте хӗпӗртеççӗ Саплăк, унпа пӗрле район çапларах çӗкленнӗшӗн. Ырă çул! (Автор сăнӳкерчӗкӗ).


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: