Сувар

Чӗрчун йӗрӗсене курсан чӗре сăвăнать

Çӗпрел районӗнче вырнаçнă «Фазан» сунар хуçалăхӗ ку тăрăхра пирвайхи. Ăна пӗлтӗр кăна йӗркеленӗ пулин те, вăл ăнăçлă ӗçлет. Хуçалăхăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен эпир унăн ертӳçипе, сунарçăпа Александр Ислипе калаçрăмăр. - Паянхи кун сунар хуçалăхне Чăваш Çӗпрел, Паснапуç, Хулаçырми, Аслă Аксу, Кӗçӗн Аксу, Кивӗ Чакă, Çӗнӗ Чакă, Шатăршан хирӗсем кӗреççӗ. Вăл 17...

Çӗпрел районӗнче вырнаçнă «Фазан» сунар хуçалăхӗ ку тăрăхра пирвайхи. Ăна пӗлтӗр кăна йӗркеленӗ пулин те, вăл ăнăçлă ӗçлет. Хуçалăхăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен эпир унăн ертӳçипе, сунарçăпа Александр Ислипе калаçрăмăр.

- Паянхи кун сунар хуçалăхне Чăваш Çӗпрел, Паснапуç, Хулаçырми, Аслă Аксу, Кӗçӗн Аксу, Кивӗ Чакă, Çӗнӗ Чакă, Шатăршан хирӗсем кӗреççӗ. Вăл 17 пин те 300 гектар лаптăк çӗр çинче вырнаçнă, вӗсенчен 2 пин те 300 гектарӗ - вăрман. Сунар хуçалăхне йӗркелесе ярас ӗмӗт тахçанах пурччӗ. Пӗлтӗр çине тăрсах çак ӗçе пурнăçлас терӗм. Чи малтан Тутарстанри чӗрчунсен тӗнчин объекчӗсене сыхлакан тата усă куракан управленине заявка парса хуçалăх карттине туса леçрӗм. Ятарлă аукцион пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх хуçалăха йӗркелесе яма ирӗк илтӗм. Çапла ӗçе пуçăнтăм, тӗрӗсрех каласан пуçăнтăмăр, ку ӗçре мана паянхи кунччен сунарçă-юлташсем, Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.В.Храмовпа район пуçлăхӗ А.В.Шадриков та пулăшса пыраççӗ. Штатра манăн икӗ егерь пулмалла, хальлӗхе пӗри кăна ӗçлет - Анатолий Владимирович Матюшин. Ӗç укçине халь­лӗхе тӳлейместпӗр-ха, укçасăр ӗçлетпӗр тесен те юрать, - каласа парать Александр.

«Фазан» хуçалăхăн тӗллевӗ- хуçалăх территорийӗнчи чӗрчунсен шутне ӳстересси, вӗсене пăхасси. Вӗсен шучӗ ӳссе пынă май хуçалăх сунар путевкисене те нумайрах сутаять. Паян хуçалăха сунара вырăнти сунарçăсемсӗр пуçне Ульяновск облаçӗпе Чăваш Енрен те килеççӗ. Хуçалăх çулталăк кăна ӗçлет пулин те, нумай ӗçе пурнăçа кӗртнӗ, çапах та йывăрлăхсемсӗр те мар.

- Ӗç нумай. Хуçалăха уçнипе кăна мар, ăна аталантармалла, чӗрчунсем валли апатне, тăварне хатӗрлемелле, эмелсемпе вакцинăсем туянмалла. Пуринчен ытла хутпа çыхăннă ӗçсем нумай вăхăта илеççӗ. Сăмахран, пирӗн паянхи кун вăрманта кӗреçе-сенӗк, чӗрчунсен апатне хурса тăмалли, хатӗрлемелли вырăнсем тумалла. Эпир вӗсене вăрмана кайса хамăр тӗллӗн туса лартаймастпăр. Вăрманта мӗн-тӗр лартас тесен нумай чупмалла, хут çырмалла. Чӗрчунсем лайăх ӗрчеччӗр тесен вара вӗсене çитерсех тăмалла, уйрăмах хӗлле. Çавăнпа та чӗрчунсем валли хатӗрленӗ апата кил картишӗнчех тытса тăратăп. Хӗллехи, юр лартнă вăхăтсенче апата ялтан турттарма кансӗртерех. Çавăнпа та хуçалăх инфраструктурине аталантарассинче ӗç нумай-ха, - паллаштарчӗ лару-тăрупа ху­çалăх ертӳçи.

Александр сунар хуçалăхӗн ертӳçи пулнисӗр пуçне тата фермер та. 32 гектар çӗр çинче çулсерен тырпул, курăк ӳс­терет. Вӗсенчен вăрман чӗрчунӗсем валли те пай кăларать. Кил хуçалăхӗ валли вăл 20 тонна тырă хатӗрлет пулсан, вăрман чӗрчунӗсем валли тата 10 тонна.

- Чӗрчунсен шучӗн статисти­кине сăнатпăр. Халӗ эпир хӗллехи маршрут учетне илсе пы­ратпăр. Юр çунă хыççăнах те­пӗр кунхине хуçалăх территорийӗ урлă мӗнле тата миçе чӗр­чун çӳренине, вӗсен çул-йӗрне шутласа, пăхса пӗлетпӗр. Пӗр маршрут 15 километртан тăрать, ăçта çуран, ăçта снегоходпа çитетпӗр. Кунсăр пуçне çуркуннехи учет та пур, вăл вăхăтра эпир шывра ишекен кайăксене шутлатпăр. Çулла сăвăр (сурок), пурăш (барсук), андатра, хăнтăр (бобр) учетне илсе пыратпăр. Кашни чӗрчунпа отчет памалли хăйӗн вăхăчӗ пур. Пӗтӗмӗшле каласан, чӗрчунсен шучӗ хуçалăхра сахал мар, вӗсем малашне те лайăх ӗрчессе шанчăк пур. Вăрманта чӗрчун йӗрӗсене курсан чӗре сăвăнать. Кунсăр пуçне малашлăхра хуçалăхра çук чӗрчунсене те ӗрчетес шухăш пур. Сăмахран, пăлансене. Чи малтан вӗсене эпир вăрманта пӗрер гектартан тăракан картасенче усрасшăн, ӳссе çитсен вара хуçалăхри вăрмана та яма пулать, - каласа пачӗ Александр.

Пире уйрăмах хуçалăх çӗрӗ­сем çинче мӗнле чӗрчунсем пурăнни те кăсăклантарчӗ.

- Кашкăрсем ку çулсенче ку­рăнмарӗç-ха, 2008 çулта районта сунарçăсемпе пурӗ 16 кашкăр тытнăччӗ. Унтанпа икӗ кашкăр пенӗччӗ. Пăшисем çук тесен те юрать. Çулла вӗсем пирӗн вăрмансене апат шыраса килеççӗ, кунсăр пуçне пирӗн вăрмансем чăтлăхлă, пăвансем сахал. Çапах та пăшисем кӗркуннелле хăйсем çуралса ӳснӗ çӗрсем çине - Ульяновск тăрăхӗнчи хыр вăрманӗсене таврăнаççӗ. Мулкачсем, косулясем, хир сыснисем куркалатпăр. Тилӗсен шучӗ, чакрӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене нумай тытрăмăр. Пӗр 8 çул каялла çӳлевӗç (рысь) пурччӗ, унтанпа вӗсем пирӗн тăрăхра курăнманччӗ. Акă, нумай пулмасть кăна-ха пӗр çӳлевӗçӗн йӗрне куртăмăр.

Урнă чир енӗпе профилактика ӗçӗсене те вăхăтлă илсе пыратпăр, кăçал кăна 1000 доза вакцина туянтăмăр, - каласа пачӗ Александр.

Александр хуçалăха «Фазан» ят пани те ахальтен мар иккен. Вăл виççӗмӗш çул ӗнтӗ фазан ӗрчетет. Кайăксене хальлӗхе килӗнче усрать, Александр сăмахӗсемпе, фазан пысăк вăрманта пурăнаймасть, мӗншӗн тесен пирӗн тăрăхра юр та тарăн, апатне те тупма йывăртарах. Кунсăр пуçне фазана тискер вӗçен кайăксем те тапăнаççӗ. Чи малтан фазан çăмартисене Александр Саратов хулинчен илсе килсе чăх айне хунă, анчах та тухнă чӗпсем чăх айӗнче тăнăç тăра пӗлменнипе ытти çулсенче инкубатортах кăларнă. Малашне вăл сунарçăсем валли фазан сунарне йӗркелеме шутлать.

Майя ИГНАТЬЕВА.

А.Исли архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: