Сувар

Çимӗк каçне аса илсен...

Пӗлтӗр май уйăхӗн 30-мӗшӗнчи Çимӗк каçӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи çамрăксемшӗн боевик киноринчен пӗрре те кая мар пулнă. Кӗтмен туман çӗртен ял клубне пичӗсене хупланă, хӗç-пăшаллă 12 çын çын кашни кун кӗрсе тăмасть-çке... Следствирен курăннă тăрăх, 22-39 çулсенчи 12 арçын çав кун пăшалсемпе, тимӗр тата йывăç патаксемпе, чулсемпе, бейсбол битисемпе...

Пӗлтӗр май уйăхӗн 30-мӗшӗнчи Çимӗк каçӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи çамрăксемшӗн боевик киноринчен пӗрре те кая мар пулнă. Кӗтмен туман çӗртен ял клубне пичӗсене хупланă, хӗç-пăшаллă 12 çын çын кашни кун кӗрсе тăмасть-çке...

Следствирен курăннă тăрăх, 22-39 çулсенчи 12 арçын çав кун пăшалсемпе, тимӗр тата йывăç патаксемпе, чулсемпе, бейсбол битисемпе клуба Ульяновск хулинчен номерсемсӗр ултă иномаркăпа çитсе чарăннă та пуçтарăннисене намăс сăмахсем каласа кӳрентернӗ, вӗлерессипе хăратнă. Кун хыççăн чăнах та пăшал сасси кӗрленӗ. Сывлăшалла тата çынсем еннелле 22 хутчен пенӗ вӗсем. Икӗ çынна амантнă, телее, хăрушах мар.

Ульяновск çыннисем çав кун вăрăм çула кӗскетнин сăлтавӗ - маларах икӗ хула каччине çак ялсем кӳрентерни иккен. Çапла майпа тавăрма шутланă ахăр. Алиби пултăр тесе-ши хăшӗ-пӗри Чăваш Çӗпрелне киличчен телефонӗсене Ульяновск хулинчех хăварсан та вӗсене следовательсем тытса чарнă. Вӗсем пурте хăйсен йăнăшне йышăнмалли кăна юлнă.

Анчах... Пӗр анчах кăна чăрмантарать кунта, преступлени резонанслă пулсан та, суд Ульяновск çыннисем хулиганла ӗçсем тунă тесе сăлтавласа вӗсем енӗпе, кашнин рольне кура, условнăй наказани кăна панă, ăна та 2,5 çултан ытла мар.

Çӗпрел район прокуратури наказани ытла та çăмăл пулнипе килӗшмесӗр аппеляци панă. Мӗншӗн тесен хӗç-пăшаллă тапăну хулиганла ӗç кăна мар. Судăн пирвайхи вердикчӗ çирӗпрех пулнă-ха, вӗсене 1,3 çултан пуçласа 1,8 уйăхчен ирӗкрен хăтарма шантарнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: