Сувар

Çӗпрел чăвашӗсем çинчен çӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнă

Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнчи çынсене халалласа «Упи Паттăр йăхӗ» кӗнеке пичетленсе тухнă. Авторӗ хальхинче те Владимир Ярухин таврапӗлӳçӗ. Пурӗ кӗнекере 942 статья, 806 персонали пулнине те палăртса хăвармалла. Унта ял хутлăхӗн çыннисене, вӗсен кун-çулӗсене çутатса панă. Унсăр пуçне çак тавралăхпа çыхăннă фактсемпе пулăмсене те уйăрса хăварман. -Хамăрăн...

Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнчи çынсене халалласа «Упи Паттăр йăхӗ» кӗнеке пичетленсе тухнă. Авторӗ хальхинче те Владимир Ярухин таврапӗлӳçӗ. Пурӗ кӗнекере 942 статья, 806 персонали пулнине те палăртса хăвармалла. Унта ял хутлăхӗн çыннисене, вӗсен кун-çулӗсене çутатса панă. Унсăр пуçне çак тавралăхпа çыхăннă фактсемпе пулăмсене те уйăрса хăварман.

-Хамăрăн ентешсен кун-çулӗсене тӗпчени, тăван çӗршывăн историйӗпе кăсăклантарни «Упи Паттăр йăхӗ» виççӗмӗш кӗнекине пичетлесе кăларма кăмăл хистерӗ, - тесе пӗлтерет автор. Упи çӗрӗ питӗ нумай сумлă çынсене кăларнă. Вӗсен хушшинче ученăйсем те, çыравçăсем те, ӳкерӳçӗсем те, вӗрентекенсем те тухтăрсем те тата ытти професси çыннисем те пулнă. Раççей çӗршывăн ятне те çӳллӗ шая çӗкленнисем те пулнă. Хăш-пӗрисем çинчен кино та ӳкернӗ, кӗнекесем те çырнă, халапсем те ăсланă. Мӗн чухлӗ пулнă-ши çавăн пек çынсем? Мӗн чухлӗ пулӗç-ха вӗсем? Хамăрăн историе пӗлмелле, мăнаçланмалла, кӗнекесенче çутатса памалла тесе шутлатăп, - тет Владимир Егорович.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: