Сувар

Çӗпрел чиновникӗ çакланнă

Прокурорăн аслă пулăшуçи Руслан Галиев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, Çӗпрел чиновникӗ суя сведенисем парса республика бюджетӗнчен 82 пин тенкӗ субсиди илнӗ.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин Çӗпрел районӗнчи Управленийӗн 51 çулти ертӳçи хăйӗн тăванӗпе пӗрле хресченпе фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ. Ăна ертсе пыма вара йăмăкӗн упăшкине шаннă.

2017 çулта чиновник çак хуçалăхăн участокне сухаласа акма хушу панă. Паллах, унăн кун валли нимӗнле документ та пулман. Фермер хуçалăхӗ калчасене гербицид сапнă. Кӗркунне лайăх тухăç пухса кӗртнӗ. Тухăçа вырнаçтарма каллех чиновник тăрăшнă. Çак предприяти ятӗнчен 127 тонна тырра сыхлама тата вырнаçтарма элеваторпа килӗшӳ тунă.

Чиновник кунпа кăна çырлахман-ха, прокурорăн аслă пулăшуçи Руслан Галиев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, суя сведенисем парса республика бюджетӗнчен вăл 82 пин тенкӗ субсиди те илнӗ. Тата мӗн тăватчӗ-ши чиновник, енчен те çакланман пулсан? Хальхи вăхăтра ăна тата унăн тăванне икӗ статьяпа «Тӳлевсем илнӗ чух шулӗкле ӗçсемшӗн» тата «Закона пăсса предприниматель ӗçӗпе ӗçлени». Чиновник хăй айăпне йăлтах йышăннă. Патшалăха кӳнӗ тăкака та саплаштарнă. Унăн ӗçне çитес вăхăтра Çӗпрел район сучӗ пăхса тухать.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: