Сувар

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упинче пурăнакан Спиридоновсем пӗрлешнӗренпе 60 çул çитрӗ

ли хӗр пăхса хунă иккен. Кайса пăхрăм, суха пуçпа пахча çуратчӗç. Çисе тухнă чухне чӗнсе илсе тӳрех ыйтрăм: «Эпӗ авланасшăн, мана пыратни?», - терӗм. Килӗшрӗ. Ятне те ыйтмарăр-и? Çук çав, - тет мăшăрӗ çине ăшшăн пăхса пенсири савнийӗ, - пӗр-пӗрне пӗрре курсах килӗштертӗмӗр. Унччен пӗрле ларса та курман пӗрле, -...

  • ли хӗр пăхса хунă иккен. Кайса пăхрăм, суха пуçпа пахча çуратчӗç. Çисе тухнă чухне чӗнсе илсе тӳрех ыйтрăм: «Эпӗ авланасшăн, мана пыратни?», - терӗм. Килӗшрӗ.

  • Ятне те ыйтмарăр-и?

  • Çук çав, - тет мăшăрӗ çине ăшшăн пăхса пенсири савнийӗ, - пӗр-пӗрне пӗрре курсах килӗштертӗмӗр.

  • Унччен пӗрле ларса та курман пӗрле, - хушăнать калаçăва Василий Иванович. - Тӳрех. Унтан килне кайрăмăр, ашшӗ-амăшӗсемпе калаçрăмăр. Унтан хӗр кăларма кайрăмăр. Илсе килтӗмӗр те Шăмăршă районне Пуянкассине туй кайрӗ пирӗн. Унта пурăнакан аннен йăмăкӗсем туй кӗртрӗç. Унта çакăн пек ик-виç купăспа кайса мӗн пур чăвашене ăнатан ярса килтӗмӗр. Яла таврăнсан тепӗр килӗ туй кӗртрӗ. Ӗлӗк йăли çапларахчӗ, тăвансем туй кӗртетчӗç.

  • Миçе кун туй турăр?

  • Ун чухне туйне темиçе кун туман. Çӗнӗ хăта вара эрнене яхăн тăсăлнă.

  • Çапăçакан-хирӗçекен пулмарӗ-и туйăрта?

  • Çук. Тăван-пӗтен йышлă пулсан та пирӗн патра ун пекки пулман. Вăл хăй çапăçакан çын туйӗнче кăна çапăçаççӗ. Пирӗн туйра пулнă юлташсем «Эпир ун пек лайăх туй урăх курман» тесе хальччен аса илеççӗ. Вӗсем те питӗ сахалăн юлчӗç ӗнтӗ.

  • Ун чухне те шур перчетке тăхăнса, çăпата сырса авлантăр-и?

  • Çук, вăл мăнуксене кăтартас тесе çапларах тумланас терӗмӗр. Ӗлӗк йăласем çаплаччӗ пирӗн...

    Ултă теçетке çул каялла çуралнă юрату ачи-пăчине куçнă. Спиридоновсен йăхӗнче 7 ача çуратакансем унччен тата та пулнă иккен. Бриллиант туйпа ашшӗпе амăшне ачисем çӗрӗсем тăхăтартрӗç. Çемье пурнăçӗ çапла телейлӗ те вăрăм пулнин вăрттăнлăхӗ арăмӗпе упăшки иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе килӗштерсе, хисеплесе пурăннинчен килет пулӗ. Çавăнтах юрласа яраççӗ, ташша та маçтăр.

    Тата пӗр уйрăмлăха асăрхарăмăр. Кивӗ Упинчи Тăнăçлăх урамӗнчи хӗрринчи çурт - Сипридоновсен тӗп вырăнӗ - анлă улăх çывăхӗнче çăтмах пек илемлӗ вырăнта ларать. Тен çакă та телейлӗ мăшăрăн кун-çулне тăсать-тӗр. Ку чухне çирӗм çул ытла юратнă хаçата çырăнса илни те вăй парса тăрать пулмалла. Çапла пултăрччӗ!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: