Сувар

15-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче автокросс

Çӗпрел районӗнче регионсем хушшинчи автокросс кăçал июнӗн 15-мӗшӗнче пулать.

Республикăра халăха канма, савăнма условисем нумай тăваççӗ халӗ. Хула-район мероприятийӗсен планӗ пысăк: концерт, фестиваль,турнир... Çӗпрел районӗнче те ку çаплах, кунта та кашни кун тенӗ пекех мероприяти. Уйрăмах сывă пурнăç йӗркин пропаганди çине пусăм тăвать район. Çавна кура тӗрлӗ спорт тӗсӗпе иртекен ăмăртусен шучӗ ӳссе кăна пырать. Вӗсенчен при – автокросс. Çӗпрелсене ку ăмăрту çав тери килӗшнӗрен-ши вăл çулталăкне икӗ хутченех иртет. Пӗрне Республика кунӗнче (августăн 31-мӗшӗнче) район ертӳçин кубокӗшӗн ирттерççӗ. Теприне ака вӗçленсен, Сабантуй умӗн. Иккӗмӗшӗ ТР автоспорт федерацийӗн районти филиалӗн ертӳçин Р.Хисамов кубокӗшӗн иртет. Хальхи вăхăтра район Сабантуйпа пӗрлех çак регионсем хушшинчи турнира та хатӗрленнине хыпарлать район хаçачӗ. Черетлă автокросс кăçал июнӗн 15-мӗшӗнче унчченхи аэропорт вырăнӗнче пулать. Унта вырăнти тата республикăри пилотсемсӗр пуçне, Чăваш Ен, Самара, Ульяновск, Сызрань хулисенчен ятарласа килеççӗ. Йӗркелӳçӗсем старт каçхине 18 сехетре пуçланнине пӗлтереççӗ. (Р.Фатхуллов сăнӳкерчӗкӗ).

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: