Сувар

Çӗпрелӗнче православи фестивалӗ

Июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел район цетрӗнчи Сергий Радонежский чиркӗвӗнче «Троица юррисем» православи фестивалӗ пулать. Пӗрремӗш хут вăл кунта пӗлтӗр иртнӗччӗ. Асăнса хăварар, хальччен кун йышши анлă культурăпа тӗн мероприятийӗ республикăра Кама леш енчи Алексеевски храмӗнче ирттересси йăлараччӗ. Унти «Чан сасси» фестивале çулсерен Раççейрен çӗр-çӗр çын хутшăнать. Çӗпрел храмӗн настоятелӗ Павел иерей...

Июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел район цетрӗнчи Сергий Радонежский чиркӗвӗнче «Троица юррисем» православи фестивалӗ пулать. Пӗрремӗш хут вăл кунта пӗлтӗр иртнӗччӗ.

Реклама

Асăнса хăварар, хальччен кун йышши анлă культурăпа тӗн мероприятийӗ республикăра Кама леш енчи Алексеевски храмӗнче ирттересси йăлараччӗ. Унти «Чан сасси» фестивале çулсерен Раççейрен çӗр-çӗр çын хутшăнать. Çӗпрел храмӗн настоятелӗ Павел иерей шухăшӗпе, «Троица юррисем» православи фестивалӗ те çулленхи йăлана кӗмелле. Кăçал та унта республикăн кашни кӗтесӗнчен пултарулăх ушкăнӗсем килессе кӗтеççӗ.
Уяв программи анлă та интереслӗ пуласси паллă, унта тӗн юрри-кӗввисӗр пуçне халăх юррисене, гитарăпа каласа юрланине итлеме пулать, кунсăр пуçне хитре ташăсем те ташлаççӗ.
- Районта пурăнакансене, хăнасене пур­не те фестивале килме чӗнетӗп, çапла майпа конкурсантсене, йӗркелӳçӗсене пи­ре те хавхалантарнă пулăттăр. Православи пурнăçӗнчи çак паллă кун, тен, çулленхи йăлана та кӗрӗ, - тет кун пирки Павел иерей.
Мӗнех калăн, ырă шухăш, районăн куль­тура пурнăçне пӗлтерӗшлӗ тепӗр уяв хушăннăшăн савăнмалла кăна.
Çапла вара Православи фестивальне килме кăмăл пуррисене июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Сергий Радонежский храмӗнче кӗтеççӗ. Малтан (ирхине 8.00 сехетре) литурги пулать. 11.00 сехетре «Троица юррисем» фестивале хаваслă лару-тăрура уçаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: