Сувар

Çӗпрелӗнчи Раджеш Кумарăн мастер-класӗ

Çӗпрел районӗнче çак кунсенче пӗрремӗш хут район ертӳçин кубокӗшӗн çерем çинчи хоккей турнирӗ иртнӗ. Ăна йӗркелекенӗ район тӗп больницин травматолог-тухтăрӗ Ражеш Кумар Синг. Инди çынни районта тахçанах «хамăр çын» шутланать ӗнтӗ. Хăй ӗçне лайăх пӗлекен тухтăра халăх ăшшăн йышăнчӗ. Çӗпрелсене вăл сипленисӗр пуçне сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма та тăрăшать. Вăл...

Çӗпрел районӗнче çак кунсенче пӗрремӗш хут район ертӳçин кубокӗшӗн çерем çинчи хоккей турнирӗ иртнӗ. Ăна йӗркелекенӗ район тӗп больницин травматолог-тухтăрӗ Ражеш Кумар Синг. Инди çынни районта тахçанах «хамăр çын» шутланать ӗнтӗ. Хăй ӗçне лайăх пӗлекен тухтăра халăх ăшшăн йышăнчӗ. Çӗпрелсене вăл сипленисӗр пуçне сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма та тăрăшать. Вăл тăрăшнипех кунта бадминтон вăййи анлă сарăлнă иккен. Çаплах иккӗмӗш çул район аэропорчӗ вырăнӗнче велоспорт та йӗркелет. Кашни çул мӗн-тӗр çӗннипе тӗлӗнтерекен тухтăр кăçал пӗрремӗш хут çерем çинчи хоккей турнирне ирттернӗ. Паллах, ку спорт тӗсӗпе çӗпрелсене мастер-класа никам та мар, хăй кăтартнă. Вăл çак спорт вăййин федерацийӗн президенчӗ, тернер та иккен.

Район центрӗнчи «Акчарлак» бассейн хыçӗнчи спортплощадкăра тренировкăсем çуркуннех пуçланнă.

- Çăмăл тесе калаймастăп. Ку спорт тӗсӗ хăйне евӗрлӗ, унăн урăх тактика. Кунта клюшкăпа чупма пӗлни кăна çителӗксӗр, мечӗке тӗрӗс илсе пыма пӗлмелле.Çавăнпа вăл çемçешкесем валли мар»,- тет Раджеш Кумар кун пирки. Тӗп больницăн ăста тухтăрӗ район халăхӗ валли çакăн пек ырă, кирлӗ ӗç тунăшăн ăна район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков турнира уçнă май тав тунă. Раджеш Кумар Синг хăй те парăмра юлман, тӗрев тата ыркăмăллăх пулăшăвӗ панăшăн район ертӳçине А. Шадрикова тата Чакă чиркӗвӗн пачăшкине Олег аттене Тав çырăвӗсем панă.

Ку спорт хальлӗхе пирӗн тăрăхра çӗнӗлӗх пулнипе-и, Çӗпрелӗнчи пӗрремӗш турнира районтан пурӗ 4 команда кăна хутшăннă. Апла пулсан та спорт уявӗ питӗ интереслӗ иртнӗ.

Пӗрремӗш вырăна «Юлбарс», иккӗмӗш «Перспектива» виççӗмӗш вырăна «Пасна» командăсем йышăннă.

Турнир пӗрремӗш хут иртет кăна пулсан та, судьясем кашни командăна тивӗçлӗ хакланă-мӗн. Юлашкинчен турнира пӗтӗмлетсе жюри Илдус Мушарапова «Чи лайăх судья», Эмиль Валиуллина «Чи лайăх вылякан», Данил Ефимова «Чи лайăх вратарь», Нияз Валиуллина «Чи лайăх тапăнакан», Радик Низамова «Чи лайăх хӳтӗлевçӗ», Альберт Айнуллова «Чи лайăх бомбардир» тесе йышăннă.

Турнир хăнисен хушшинче Пăва районӗн, Ульяновск облаçӗн тата Шупашкар çыннисем те пулнă. Çӗнӗ вăйă килӗшнипе вӗсем çитес çул ку турнира команда пуçтарса килме шантарнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: