Çӗпрелсем Нагорнов скульптор ӗçӗсемпе паллашаççӗ

Владимир Порфирьевич Нагорновăн амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен, çавăнпа та скульпторăн 60 çуллăхне халалланă пысăк курав Шупашкарпа Чӗмпӗрте пулнă хыççăн Кивӗ çӗпрелӗнче уçăлчӗ. Автор хăйӗн ӗçӗсемпе проекчӗсене Хусанпа Чулхулара та кăтартма палăртать. Çакăн çинчен Владимимр Порфирьевич курава уçас умӗн каларӗ. Вăл Çӗпрел районне Пушкин барельефне, Петр Дементьевăн гипсран тунă 2 бюстне...
Владимир Порфирьевич Нагорновăн амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен, çавăнпа та скульпторăн 60 çуллăхне халалланă пысăк курав Шупашкарпа Чӗмпӗрте пулнă хыççăн Кивӗ çӗпрелӗнче уçăлчӗ. Автор хăйӗн ӗçӗсемпе проекчӗсене Хусанпа Чулхулара та кăтартма палăртать. Çакăн çинчен Владимимр Порфирьевич курава уçас умӗн каларӗ. Вăл Çӗпрел районне Пушкин барельефне, Петр Дементьевăн гипсран тунă 2 бюстне тата «Шăпăр калакан кӗтӳçӗ» ятлă скульптурăна парнелерӗ. Çӗпрелсем хăйсен аслă ентешӗн икӗ хутчен СССР Ӗç паттăрӗн юбилейне паллă тума хатӗрленнӗ çӗре ку шăп кăна. Аса илтеретпӗр, Упире майăн 11-мӗшӗнче уяв пулса иртмелле. Нагорновăн юбилейлă куравӗ вара чăнах та анлă. Вăл Чăваш патшалăх академипе драма театрӗ умӗнчи К.В.Иванов палăкне тăваканни иккен. Заливри «Анне» те унăн аллин ӗçӗ. Курав умӗн кӗске вăхăт хушшинче Кивӗ Çӗпрелӗнчи пӗр мучин пуçне тăмран туса хурса вăл Искусствăсен шкулӗн мӗн пур ӗçлекенне тӗлӗнтерчӗ. Владимир Нагорнов Тутарстаншăн нумай ӗç турӗ. Ăна Николай Угаслов меценат пулăшнипе пулса иртрӗç нумай проекчӗсем: И.Яковлев палăкӗ, Шелепи бюсчӗ тата ыттисем те. «Вăл тунă кӗлеткесемпе калаçас килет», - терӗ курава уçма пынă Шупашкар художникӗ Миша Григорян. Унпа килӗшӗпӗр. Курав пӗр уйăх ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 марта 2021 - 19:15Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма! Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.000
-
5 марта 2021 - 16:32Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.4500
-
5 марта 2021 - 15:54Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем таса мар шывпа тивӗҫтернӗ Тутарстанри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленине Ҫырчаллинче пурӑнакан ҫынсенчен ҫичӗ ҫӑхав килнӗ3200
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ16700
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ39412
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15800
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.14301
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ279700
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.17700
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ16700
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет14700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика