Сувар

Экологи министрӗ часавай тума пулăшать

Тăван районӗнче пуçлăх пулса ӗçленӗ чухне тума тытăннă обьектсенчи ӗç мӗнлерех шунине Александр Шадриков, хальхи вăхăтра республикăн экологи тата çут çанталăк рессурсӗсен министрӗнче тăрăшать пулин те, тимлеме вăхăт тупать. Алешкин Саплăк ялӗнчи часавай тăррине хăпартнă çӗрте те курма тӳрӗ килчӗ ялăн кураторне. Кӗркунне тума тытăннă часава ясаплăксем çăва кӗриччен хута...

Тăван районӗнче пуçлăх пулса ӗçленӗ чухне тума тытăннă обьектсенчи ӗç мӗнлерех шунине Александр Шадриков, хальхи вăхăтра республикăн экологи тата çут çанталăк рессурсӗсен министрӗнче тăрăшать пулин те, тимлеме вăхăт тупать. Алешкин Саплăк ялӗнчи часавай тăррине хăпартнă çӗрте те курма тӳрӗ килчӗ ялăн кураторне.
Кӗркунне тума тытăннă часава ясаплăксем çăва кӗриччен хута ярасшăн. Александр Шадриков пухăннисене уяв ячӗпе саламларӗ, строительсене тав турӗ, çак ырă ӗçе хутшăнакансене пурне те вăрăм кун-çул сунчӗ.
- Александр Валерьевич хăй те пулăшать, юлташӗсене те явăçтарать çак сăваплă ӗçе, - терӗ пире Алешкин-Саплăк ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев. Çавăнпа та мартăн 17-мӗшӗнче «Туслăх кӳлли» патӗнче чаплă номерлӗ пысăк машинасем нумай пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: