Сувар

Фронтри çырусем... Мӗн çырнă ишлӗ-матаксем?

Çӗпрел районӗнчи Ишлӗ-Матак ял халăхӗ эрнере пӗрре ял варринчи пасара пуçтарăнать. Çынсем, уйрăмах аслă çултисем, унта япала, апат-çимӗç туяннинчен ытла ял-йышпа курнăçма тухать. Матак шкулӗ çакăнпа усă курса майăн 5-мӗшӗнче питӗ лайăх мероприяти ирттернӗ. Ял пасарӗн территорийӗнче «Фронт çырăвӗсем» акци йӗркеленӗ. Кун пекки ял çыннисемшӗн чăнах та çӗнӗлӗх, Аслă Çӗнтерӳ...

Çӗпрел районӗнчи Ишлӗ-Матак ял халăхӗ эрнере пӗрре ял варринчи пасара пуçтарăнать. Çынсем, уйрăмах аслă çултисем, унта япала, апат-çимӗç туяннинчен ытла ял-йышпа курнăçма тухать. Матак шкулӗ çакăнпа усă курса майăн 5-мӗшӗнче питӗ лайăх мероприяти ирттернӗ. Ял пасарӗн территорийӗнче «Фронт çырăвӗсем» акци йӗркеленӗ. Кун пекки ял çыннисемшӗн чăнах та çӗнӗлӗх, Аслă Çӗнтерӳ уявӗ умӗн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсене çапла аса илтерессе никам та кӗтмен кунта. Шкул ачисем Ишлӗ-Матак çыннисен фронтран янă çырăвӗсене «Журавли» юрă кӗвви янăранă май сасăпа вуласа панă. Çырусен авторӗсем тахçанах пирӗнпе çук ӗнтӗ, хăшӗ-пӗри вăрçăран та таврăнайман, апла пулин те çак мероприяти вӗсем манăçманнине, кашнийӗ ял-йыш, çемйин чӗринче пулнине кăтартать. Шкул ачисем вӗсем çинчен çапла аса илтерни темрен те паха, вăхăт иртнипе сарăхнă çырусенчи йӗркесене пула астăвăм пурăнать-çке.

Мероприятие истори учителӗ С.Г. Казакова уçнă. Вăл Ишлӗ-Матакран миçе çын фронта кайнине, миçешӗ таврăннине тата миçешӗ вăрçă хирӗнчех выртса юлнине аса илтернӗ. (Шкул архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: