Сувар

Хамăр ялта уяв чухне кам аяккинче юлтăр!

Хулаçырмисем хăйсен ялӗн уявӗнче (21.01.2017) чунӗсене ирӗке ячӗç теес килет. Поэтсем çырнă сăвăсене те вуласа параççӗ, ташăсем те ташлаççӗ. Виктор Цой, Елена Ваенга юррисене юрлакан хӗрсем мӗне тăраççӗ! Куракансен пысăк залӗнче ларма вырăн çук - 350-400 çын пурччӗ-тӗр. Тӗлӗнтерме пӗлеççӗ хулаçырмисем. Шкул директорӗ те, ял канашӗн пуçлăхӗ те, ача сачӗн...


Хулаçырмисем хăйсен ялӗн уявӗнче (21.01.2017) чунӗсене ирӗке ячӗç теес килет. Поэтсем çырнă сăвăсене те вуласа параççӗ, ташăсем те ташлаççӗ. Виктор Цой, Елена Ваенга юррисене юрлакан хӗрсем мӗне тăраççӗ! Куракансен пысăк залӗнче ларма вырăн çук - 350-400 çын пурччӗ-тӗр. Тӗлӗнтерме пӗлеççӗ хулаçырмисем. Шкул директорӗ те, ял канашӗн пуçлăхӗ те, ача сачӗн заведующийӗ те сцена çинчен анма пӗлмерӗç çак кун. Артистсене сăмах панă чухне кăна мар, пулăшакансене - Тав, ăмăртакансене - Хисеп хучӗсене панă чухне те чăвашла калаçрӗç. Ют чӗлхери сăмахсене кӗртсе уяв кăмăлне улăштарса пӗтермерӗç. Епле хӗпӗртемӗн-ха çакăншăн? Чăваш наци конгресӗн президенчӗ çак ялта çуралнă-тăк, çапла пулмалла та вăл!

ХУЛАÇЫРМИЙӖМ

Юратнă ялăм, тăван çӗрӗм,

Сăртсен мăнаçлă хӳттинче

Ларатăн эс çӗршер-çке ӗмӗр,

Хитре курнан кун çутинче.

Ача чухне эс çӗр варриччӗ,

Урăх тӗнче пулман ăсра.

Сад вӗçӗнче вӗçӗмсӗр уйччӗ,

Чӗкеç вӗçетчӗ явăнса.

Кӗтӳ те кӗтнӗ, çум çумланă,

Вăхăт пулман пуçа усма.

Ытах ырсан ларса-çке каннă,

Е шыва кӗнӗ Юхлăра.

Сив çăлăн шывӗ эх! тиветчӗ

Ӗçсен ывăçласа шăла.

«Унран ан хăрăр, - кукамай калатчӗ. -

Илмест хӗлле те вăл пыра».

Куç умӗнчех ачалăх, яшлăх,

Тус-тăвансем, ял-йышăм ман.

Анне сăнарӗ те курмалăх

Пур аппамра, вăл ман тупрам.

Чăваш касси, тăван кӗтесӗм,

Йăваш-çке сăнлă килӗм ман.

Сисетӗп тӗмсӗлсе кӗтетӗн,

Хăв ытамна илесшӗн эс çунан.

Хам та вара тунсăхламап-и

Килеймесен тем вăхăтран?

Е хал пӗтсен чунăм туртмасть-и?

Эс чун сиплевçи маншăн халь.

Юратнă, савнă, тăван ялăм,

Пуян эс хăв çыннусемпе.

Мӗн чуль талантлă çын ӳстернӗ -

Пур пархатарлăх вӗсенче.

Хулаçырмийӗм сан кун-çулă

Çӗршывăн тӗкӗрӗ пекех.

Патша та, вăрçă та эс курнă,

Пуласлăху та пулӗ чиперех.

Раман Иринкки

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: