Сувар

Хăнăхусăр лайăх салтак пулаймăн

Герой кунӗнче, декабрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче «Патриотизм тата çар тивӗçне парăнни, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин пахалăхӗ» темăпа ОБЖ вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи семинарӗ иртрӗ. Унта Çӗпрел, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗсенчи ОБЖ предметне вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Тӗлпулу район центрӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра семинара хутшăнакансене кӗтсе илнипе пуçланчӗ. Çар техникин экспоначӗсем çинчен...

Герой кунӗнче, декабрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче «Патриотизм тата çар тивӗçне парăнни, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин пахалăхӗ» темăпа ОБЖ вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи семинарӗ иртрӗ. Унта Çӗпрел, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗсенчи ОБЖ предметне вӗрентекенсем хутшăнчӗç.

Тӗлпулу район центрӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра семинара хутшăнакансене кӗтсе илнипе пуçланчӗ. Çар техникин экспоначӗсем çинчен Çӗнӗ Йӗлмел шкул директорӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ Геннадий Карсаков каласа панă хыççăн экскурси районти таврапӗлӳ музейӗнче малалла тăсăлчӗ. Экскурсие лайăх ирттернӗшӗн хăнасем музей директорне Р.Су­баева тав турӗç.
Семинар Çӗнӗ Йӗлмел шку­лӗнче иртрӗ. Ӗçтешсене унта шкул директорӗ Владимир Мис­кин ăшшăн кӗтсе илсе шкул­па, вӗрентекенсемпе вӗре­некенсен çитӗнӗвӗсемпе пал­­лаштарчӗ. ОБЖ вӗрентекенӗ П.Рафи­ков «Патриотизм тата çар ти­­вӗçне парăнни, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин пахалăхӗ» темăпа 10-11-мӗш классемпе уçă урок ирттерчӗ. Урокра ачасем çар тивӗçне пурнăçласа пуç хунă ял патриочӗсен биографине тата хальхи вăхăтра сывă юлнă пӗртен-пӗр ветеранăн пурнăç çулӗ çинчен каласа пачӗç. Çаплах çар темипе ирттернӗ мероприятисен хăтлавӗ те пулчӗ.
Урока анализ тунă хыççăн Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă шкулӗнчи ОБЖ преподаватель-организаторӗ, отставкă­ри офицер В.Лянкин хăйӗн опы­чӗпе паллаштарчӗ. Вăл çар тивӗçне питӗ лайăх пурнăç­ланăшăн салтакра çулталăк çу­рă иртсенех кӗçӗн лейтенант званине илме тивӗçнӗ. Унăн вӗренекенӗсенчен 90-шӗ офицер, тепӗр çавăн чухлӗшӗ прапорщик пулнă. Сывă пурнăç йӗркине тытса пымалли çине пусăм турӗ. Хăй вăл халӗ те спортпа питӗ туслă, районта педагогика ветеранӗсен хушшинче яланах малти вырăнсене йышăнать.
Хулаçырми шкулӗнче ОБЖ вӗрентекен Владимир Ильин та хăйӗн опычӗпе паллаштарчӗ. Районти чи опытлă педагогсенчен пӗри вăл, педагогика стажӗ 41 çул, вӗсенчен 37-шне ОБЖ (унччен НВП) вӗрентет. Хăйӗн предмечӗпе питӗ мăнаçланать, мӗншӗн тесен призывчченхи хăнăхусăр салтакра çар ӗçне хăвăрт вӗренме, ăста хӳтӗлевçӗ пулма пушшех те, май çуккине лайăх пӗлет. Вăл спорт ветеранӗ, шкул коллективӗн командипе йӗлтӗр, çăмăл атлетика, ытти спорт ăмăртăвӗсене хутшăнмасăр юлмасть. Хăй ӗçӗн кăтартăвӗсемпе те савăнать, мӗншӗн тесен ял çамрăкӗсем çартан таврăнсанах чи малтан шкула, ун патне кӗрсе сыв­лăхӗпе, çамрăк ăрăва çара мӗнле хатӗрленипе интересленеççӗ.
Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткин шкулӗн ОБЖ вӗрентекенӗн, районти учительсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçин С.Разенковăн опычӗ те питӗ интереслӗ пулчӗ. Вăл призывчченхи çамрăксен «Щит» отрядне йӗркеленӗ. Унта çӳрекен ачасем çарпа прикладной спорт тӗсӗпе облаçри, районти конкурссенче çӗнтерсе районти ытти шкулсенче вӗренекен ачасене ырă тӗслӗх кăтартаççӗ иккен.
Районти вӗрентӳ уйрăмӗн методисчӗ С.Ахметов семинара пӗтӗмлетнӗ май çак мероприятие йӗркелекенсене, ОБЖ вӗрентекен хăна-ӗçтешсене, пухăннисене пурне те тав турӗ. Çак предметпах черетлӗ семинар январӗн 20-мӗшӗнче Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пулассине пӗлтерчӗ.
Çарпа патриотизм темипе концерт кăтартнă шкул ачисем те маттур пулчӗç. Пухăннисем апатланнă хыççăн районти ачасемпе, район администрацийӗн, ветерансен канашӗн, ӗç коллективӗсен представителӗсемпе пӗрле район центрӗнче Герой кунне халалланă митинга хутшăнчӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: