Сувар

Хулаçырминче авангард модăра

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Хулçырми шкулӗн).Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи вăтам шкулта элле пурте модельер пулма хатӗрленеççӗ-и? Авангард модипе питӗ интересленеççӗ кунта. Урăхла мӗнле ăнлантарма пулӗ-ха вӗсем кăçал та «Без берге» республика конкурсне костюм хатӗрлессипе номинацине хутшăнма шутланине? Пӗлтӗр вӗсем финала тухса гала-концерта та хутшăннăччӗ. Аслăрах юлташӗсен çӗнтерӗвӗпе хавхаланнăскерсем кăçал 3, 5 тата...

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Хулçырми шкулӗн).Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи вăтам шкулта элле пурте модельер пулма хатӗрленеççӗ-и? Авангард модипе питӗ интересленеççӗ кунта. Урăхла мӗнле ăнлантарма пулӗ-ха вӗсем кăçал та «Без берге» республика конкурсне костюм хатӗрлессипе номинацине хутшăнма шутланине? Пӗлтӗр вӗсем финала тухса гала-концерта та хутшăннăччӗ. Аслăрах юлташӗсен çӗнтерӗвӗпе хавхаланнăскерсем кăçал 3, 5 тата 6-мӗш классем хăйсен модельер пултарулăхне тӗрӗслесе пăхма шутланă. Идея авторӗ шкул директорӗ Надежда Мокшина.

«Ачасем пурте костюмсене хăйсем шутласа кăларнă, хăйсемех ăсталарӗç. Ку ӗçре шкулӗпех пулăшрăмăр темелле, техничкăсем таранах. Ирина Никитина вӗрентекене, библиотекаре Зинаида Маняковăна пысăк тав, пуринчен ытла тăрăшрӗç. Хăшӗсене амăшӗсем пулăшнă, сăмахран, Даша Чугуновăна», - пӗлтерчӗ Надежда Мокшина унпа телефонпа çыхăнсан.

Хулаçырмисем пӗлтӗр костюмсене целлофан пакетсенчен çӗленӗ пулсан, кăçал хутран. Ӗçӗ чăкăлтăш ӗнтӗ, хут нумай пӗтӗрме тивнӗ.

Шкул директорӗ пӗлтернӗ тăрăх, ачасем конкурсăн муниципаллă тапхăрӗнче çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ, умра зона тата республика тапхăрӗсем. Ăнăçу сунатпăр вӗсене!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: