Сувар

г. Казань

Çĕпрел (Дрожжановский)

Хулаçырминче çамрăк граждансен форумӗ

(Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен проекчӗсемпе килнӗ. Сумлă хăнасен шутӗнче вара: район администраци пуçлăхӗ А.Шадриков,...

(Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен проекчӗсемпе килнӗ. Сумлă хăнасен шутӗнче вара: район администраци пуçлăхӗ А.Шадриков, ЧНК президенчӗ Н.Угаслов, паллă скульптор В.Нагорнов, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.Салифанов тата ыттисем пулнă.

Форума хутшăнакансем «Шкул çамрăкӗсем», «Студент- çамрăксем» тата «Ял çамрăкӗсем» площадкăсенче ӗçлесе ял, шкул проблемисене татса памалли шухăшӗсене пӗлтернӗ. Тӗлпулу çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев