Сувар

Хулаçырмисем раштав уявларӗç

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи чиркӳре январӗн 6-мӗшӗнче православи тӗнӗн чи пӗлтерӗшлӗ праçникне - Иисус Христос çуралнă куна палăртрӗç. Çак тӗллевпе аслăрах классенче вӗренекенсем шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Надежда Мокшина ертсе пынипе Çӗнӗ Халалри притчăна кăтартса пачӗç. Çак мероприятие эпир иккӗмӗш çул ирттеретпӗр ӗнтӗ. Ачасем хаваспах хутшăнаççӗ унта. Пирӗн ялта...

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи чиркӳре январӗн 6-мӗшӗнче православи тӗнӗн чи пӗлтерӗшлӗ праçникне - Иисус Христос çуралнă куна палăртрӗç. Çак тӗллевпе аслăрах классенче вӗренекенсем шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Надежда Мокшина ертсе пынипе Çӗнӗ Халалри притчăна кăтартса пачӗç.

  • Çак мероприятие эпир иккӗмӗш çул ирттеретпӗр ӗнтӗ. Ачасем хаваспах хутшăнаççӗ унта. Пирӗн ялта чиркӳ тунăранпа нумаях та вăхăт иртмен-ха. Тен, çавăнпа çынсем чиркӗве сахалрах çӳреççӗ. Тӗрӗссипе, православилле тӗнчекурăма ачаранах аталантармалла. Пӗчӗкле курни-илтни ăс-тăна тарăн кӗрсе вырнаçать, мораль принципӗсене йӗркелеме пулăшать. Тавах, Николай Федорович Угаслова. Вăл тăрăшнипе ялта халь чиркӳ пур, ачасен воспитанийӗнче вăл çав тери пысăк вырăн йышăнать, - терӗ Надежда Федоровна.

Раштав уявне палăртма чиркӗве çын нумай пуçтарăнчӗ. Ятарласа хуларан килнисем те йышлăччӗ. Каçхине 20.00 сехетре ачасем пӗчӗк спектакль лартса пачӗç. Ангелсем Вифлиемра Турă ывăлӗ çуралнине кӗтӳçсене каласа панине кăтартса пачӗç вӗсем, çак праçнике халалланă илемлӗ юрăсем юрларӗç. Ял-йыша уявпа саламлама хулаçырмисен чи хаклă ентешӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, эстрада юрăçи Елена Малина, Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков килчӗç. Вӗсем пуçтарăннă халăха уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчӗç. Николай Федорович вара яланхи пекех кучченеçсӗр килмен. Пуçтарăннă кашни ачана (100 ытла) вăл пылак парнесем парса савăнтарчӗ.

Çакăн хыççăн Владимир атте кӗлӗ пуçларӗ. Вăл çурçӗр иртсе икӗ сехетченех пычӗ. Типӗ тытнисем çак кун çылăх каçарттарса сыпма (причаститься) пултарчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: