Сувар

Майăн 8-мӗшӗнче – С.Уганин турнирӗ!

Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ хăйӗн паттăрӗн Совет Союзӗн Геройӗн Семен Артемьевич Уганинăн ятне ӗмӗрлӗхе асра хăварчӗç. Халӗ çак çын кам пулнине ку тăрăхра садике çӳрекен ача та пӗлет, унпа мăнаçланать. Арçын ачасем пушшех те, мӗншӗн тесен Аслă Çӗнтерӳ уявӗ кунӗ умӗн кунта С.Уганин призӗшӗн кӗрешӳ турнирӗ ирттересси йăлара. Чи вăйлă...

Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ хăйӗн паттăрӗн Совет Союзӗн Геройӗн Семен Артемьевич Уганинăн ятне ӗмӗрлӗхе асра хăварчӗç. Халӗ çак çын кам пулнине ку тăрăхра садике çӳрекен ача та пӗлет, унпа мăнаçланать. Арçын ачасем пушшех те, мӗншӗн тесен Аслă Çӗнтерӳ уявӗ кунӗ умӗн кунта С.Уганин призӗшӗн кӗрешӳ турнирӗ ирттересси йăлара. Чи вăйлă каччă кунта шăпах çак кун палăрать-çке. Кӗрешӳ кавирӗ çине Çӗпрел район кӗрешӳçисемсӗр пуçне Ульяновск облаçӗн, Чăваш Енӗн кӗрешӳçисем те тухаççӗ. Кăçал та йăлана пăсмаççӗ кунти чăвашсем, кӗрешӳ турнирне ыран, майăн 8-мӗшӗнче, ирттерме палăртнă. Çавăнпа, таврари тата кӳршӗ регионсенчи кӗрешӳçӗсене ыран Матак шкулӗ йышăнать. Спорт уявӗ ирхине 11 сехетре пуçланать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: