Сувар

Пирӗн футболăн малашлăхӗ пур

Çӗпрел районӗнче аслисем хушшинче мини-футбол турнирӗсем иртеççӗ, ытти спорт тӗсӗсем те аталанаççӗ, анчах та пысăк футбол (11х11) ăмăртăвӗсем темшӗн нумаях мар. Тимофей Кудрявцев ячӗллӗ турнир чи пысăкки шутланать пулӗ. Кăçал ăна 5-мӗш хут ирттерчӗç.

Çӗпрел районӗнче аслисем хушшинче мини-футбол турнирӗсем иртеççӗ, ытти спорт тӗсӗсем те аталанаççӗ, анчах та пысăк футбол (11х11) ăмăртăвӗсем темшӗн нумаях мар. Тимофей Кудрявцев ячӗллӗ турнир чи пысăкки шутланать пулӗ. Кăçал ăна 5-мӗш хут ирттерчӗç.

Нумай çул хушши Чăваш Çӗпрелӗнче физкультура учителӗ пулса ӗçленӗ Тимофей Арсентьевич нумай ачана спорта явăçтарнă, çавăнпа та ăна асăнса ирттерекен футбол турнирне йӗркелеме ял çамрăкӗсем хаваспах хутшăнаççӗ. Çак педагог тăрăшнипе Чăваш Çӗпрел ачисем чылай ăмăртуран малти вырăнсем илсе таврăннă. Унăн тӗслӗхӗпе авторитечӗ халӗ те спортсменсене хавхалантарать пулмалла.

Кудрявцев турнирӗ тахçанах регионсем шайне çӗкленнӗ. Унта кӳршӗ районсем те, Ульяновск облаçӗнчен те командăсем хутшăнаççӗ. Икӗ çул тăтăш куçса çӳрекен Кубока нагаткинсем илсе кайнă. Çӗпрелсем ăна районтан кăларасшăн мар. Кăçал ытти вăйлă командăсем те хутшăнма тӗв тунă, çавăнпа та чăвашçӗпрелсен нумай тăрăшма тивнӗ. Турнира йӗркелес енӗпе кăна мар, командăна хатӗрлес тӗлӗшпе те.

Кивӗ Çӗпрелӗнчи площадкăна лайăх хатӗрленӗ. Турнир вăхăтӗнче çумăр çуса ислетесрен МЧСăн пысăк палаткине карса хунă, апатлантару пунктне вырнаçтарнă. Репродуктортан чăваш кӗвви янăрать. Ăмăртăва курма килнисене аниматорсем выляттараççӗ.

8 команда хутшăнчӗ кăçалхи турнира. Ăна йышăнакан районтан Чăваш Çӗпрелӗнчен, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен, Упирен пӗрер команда хутшăнчӗ. Пăва районӗнчен «Тăхăрьял» команда, Ульяновск облаçӗнчен «S-принт», «Торпедо», «Русь» командăсем. Аксу районӗнчи кивӗилтрекьелсем те çитнӗ Тутарстанăн хӗвел­анăç чиккине вăй виçме. Вӗсен «Сокол» команди ирхине 3-рех çула тухнă Çӗпрелне.

Çанталăк çак кун Кивӗ Çӗпрелӗнчи чиркӳ çывăхӗнчи стадиона пухăннă çынсене савăнтарчӗ те, хурлантарчӗ те. Кăнтăрлаччен çумăр икӗ хутчен те килсе йӗпетсе кайрӗ, çуллахи çил çавăнтах курăка типӗтсе илет. Çанталăк таканкки пек: пӗр минут хӗвел ăшăтса пăхрӗ-тӗк, пӗр минут сулхăн тăрать. Хăш-пӗр командăсен çапса çăвакан çумăр айӗнче выляма та тиврӗ, теприсем пӗр сӗлтӗм çилсӗр лару-тăрура вылярӗç. Самантран мӗнле çанталăк пуласси пирки калама йывăр. Гидро­метцентр ертӳçи ахальтен отставкăна кайман-тăр çав.

Турнир хăй йӗркипе иртрӗ. Ун йӗри-тавра пулса иртнине те сăнама интереслӗччӗ. Тăхтавсем вăхăтӗнче хӗрсен ушкăнӗсем ташларӗç, солистсем юрăсем шăрантарчӗç, парнесем вылянтарчӗç. Юлашкинчен фейерверклă шоу пулни те Кудрявцев турнирӗн çӳллӗ шайӗ çинчен калать. Пулăшакансене тавтапуç, паллах.

Ялти ăмăрту тавлашусăр пулмасть. Кунта та судьясемпе тавлашас текенсем йышлăччӗ. Малашне, тен, турнира йӗркелекенсем футболистсене выляма щитоксăр кăлармӗç тесе шутлатпăр. Сурансем никама та кирлӗ мар. Уйрăммăн илсен Çӗпрелӗнчи матчсенче профессионал шайӗнче вылякан çамрăксене асăрхама пулчӗ. Вӗсен футболри малашлăхӗ лайăх пуласса шанас килет.   

Икӗ ушкăнра çӗнтерекенсем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вы­рăншăн вылярӗç. Ку Аксу районӗнчи «Соколпа» Ульяновск облаçӗнчи «S-принт» пулчӗç. Чӗмпӗрсем çӗнтерчӗç. Виççӗмӗш вырăна Нагаткинăри «Торпедо» йышăнчӗ. Шел, «Çӗпрел» команда вырăн йышăнаймарӗ кăçал, Чăваш Çӗпрел каччисен вăйӗ турнира йӗркеленӗ çӗре нумай кайрӗ пулмалла. Çавăнпа та вăл мӗнлерех иртнине курса чăвашçӗпрелсене ăшă сăмахсем каласа мухтас килет.

Хусанти лигăра çакнашкал кăтартусем: «ЧНКА» «Спартăна» 4:1 шутпа çӗнтерчӗ, «Аякса» 0:1 шутпа выляса ячӗ, «Сувар» «Факела» 2:1 шутпа çӗнтерчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: