Сувар

Кунта Фишман алли перӗнмен

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Пӗлтӗр кӗркунне çитеспе Çӗпрел районӗнчи Саплăкра тӗлӗнмелле улшăнусем пулса иртме пуçларӗç. Августăн 30-мӗшӗччен 4 кун юлсан Тутар Саплăкӗпе Алешкин Саплăк хушшинчи кӳлӗ çывăхӗнче хӗрӳ ӗç тытăнчӗ. Грузовиксем тăпра турттараççӗ, тракторсем çӗре тикӗслеççӗ. Нумай та кӗтмелле пулмарӗ - çыран хӗрринче эстрада туса хучӗç, юнашар çутă юписем ӳссе ларчӗç....

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Пӗлтӗр кӗркунне çитеспе Çӗпрел районӗнчи Саплăкра тӗлӗнмелле улшăнусем пулса иртме пуçларӗç. Августăн 30-мӗшӗччен 4 кун юлсан Тутар Саплăкӗпе Алешкин Саплăк хушшинчи кӳлӗ çывăхӗнче хӗрӳ ӗç тытăнчӗ. Грузовиксем тăпра турттараççӗ, тракторсем çӗре тикӗслеççӗ. Нумай та кӗтмелле пулмарӗ - çыран хӗрринче эстрада туса хучӗç, юнашар çутă юписем ӳссе ларчӗç. Икӗ ялпа икӗ халăха пӗрлештерекен çак вырăна «Туслăх кӳлли» ят пачӗç.
ХАМĂР ВĂЙПА
- Кунта кафе тăватпăр, кунта чанлăх (колокольня) пулать, - тесе каларӗ хăлаçланса районăн ун чухнехи ертӳçи Александр Шадриков, - лере кимӗпе ярăнмалли пирс.
- Мӗнле-тӗр конкурсра çӗнтертӗр-и е Фишман проекчӗпе? - тесе интересленетпӗр.
- Çук, хамăр вăйпа! Çакăнта малашне районти Акатуйсене ирттермелли вырăн пулать.

Шадриков амбициллӗ ертӳçӗ пулнине тахçанах пӗлетпӗр. Каланине тăвать!
Çӗпрел районӗн администраци пуçлăхӗн çумӗ пулнă чухнех унпа пӗрле чăваш Акатуйӗсем ирттерме пуçларăмăр. Чӗмпӗрти районсенчен пӗрне ертсе пынă чухнех вăл çынсем валли тӳлевсӗр хаçат кăларма пуçланă. Ун хыççăн Çӗпрел районӗн пуçлăхне лартсан вăл пӗтӗм вăйне райцентр инфраструктурине лайăхлатас, çурт-йӗр хăпартас, çул сарас, вӗрентӳпе культура учрежденийӗсене юсаса çӗнетес тата çӗннисене тăвас çӗре ячӗ.

ТУСАН - ПУЛАТЬ

Пӗрремӗш юр ӳке пуçласан «Туслăх кӳлли» çыранӗ хӗрринчен ресторанăн йывăç кӳлепи курăнса тăра пуçларӗ, чанлăхăн никӗсне ячӗç, çырма урлă кӗпер выртрӗ. Çӗнӗ çул умӗн Угаслов завочӗн облицовка кирпӗчӗн кладкине икӗ метра çӗкленӗччӗ ӗнтӗ. Чанлăх кăна мар, часаваях тăвас терӗç саплăксем. Шапаша çӳрекен арçынсем нумайăшӗ хӗллехи вăхăтра килӗсенче пулнăран пӗрлехи ӗçре пулăшма хирӗç пулмарӗç, сивӗре те раствора ăшăта-ăшăта кирпӗч хучӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн Петр Артемьевăн нумай чупкалама тиврӗ ӗнтӗ те, çапах та тунă ӗçӗн усси пурри савăнтарать.
Юлашки çулсенче Саплăкра ача сачӗ те, ФАП та, музей те турӗç, асфальтлă çул сарчӗç. Район пуçлăхӗ çуралнă яла кăна мар, нумай тӗле çитрӗ çӗнетӳ хумӗ. Президент программисем те вăйлă пулăшрӗç. 5 çул хушшинче Çӗпрел районӗ палăрмаллах улшăнчӗ. Шадриковăн тăрăшулăхне асăрхаса ăна Хусана Экологи министерствине ӗçлеме чӗнчӗç.
ПАЛЛĂ ВЫРĂН
«Туслăх кӳлли» çул çывăхӗнчех пулнăран пӗтӗм улшăнусем куç умӗнчех. Çӗпрелсене инçе çула чӗнекен Чӗмпӗр-Çӗрпӳ автоçултан инçе мар пулнăран Саплăкри часавая та çул çӳрекенсене пиллекен Николай угодник ятне парас тенӗ.
Акă часавайăн тăррине хӗрес хăпартмалли вăхăт та çитрӗ. Каласа хăвармалла, часавая тума Александр Шадриковсăр пуçне Дмитрий Самаренкин, Николай Угаслов, Александр Марков, Виктор Марков, Виктор Артемьев, Владимир
Журавлев тата ыттисем пулăшнă.

Тăваньелӗнчи Виктор Исаев ертсе пыракан бригада тăрăшнипе ылтăн тӗслӗ купол питӗ илемлӗ пулса тухнă. Ăна тата ун тăрринчи хӗресе светить тума таврари пачăшкăсем пуçтарăннăччӗ. Ял-йыша çак паллă пулăмпа ТР Экологи министрӗ Александр Шадриков, Çӗпрел районӗн Ӗçтăвком пуçлăхӗ Марат Гафаров, Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов саламларӗç, строительсене тав турӗç. Николай Угасловăн сăмахӗсене уйрăммăн илсе кăтартас килет: «Эпир пӗрле пулсан, пӗр шухăшпа пурăнсан, пӗр-пӗрин хушшинче ăналану пулсан, тăван халăхшăн темӗн те тăваятпăр!»
ТУРРА ШӖКӖР

Çӳллӗ пулать часавай, хӗресӗпе пӗрле 18 метр ытла. Саплăкра çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Анат Чакăра пурăнакан Александр Макаров хăйӗн кранӗпе часавай çумне ирех пырса ларнă. Турра юрăхлă ӗçре пурте пулăшма тăрăшаççӗ. Çынсем çветтуй Николай ячӗллӗ часавая туса пӗтерме укçа пуçтарчӗç. Çанталăк хӗвеллӗ пулсан та ăшах марччӗ. Анчах та çамрăккисем те, аслисем те ял çийӗн тепӗр хӗрес çӗкленичченех тăчӗç часавай патӗнче.
Турра шӗкӗр, веçех йӗркеллӗ иртрӗ. Турăшсем çинчи Николай угодник сăнӗ пекех шурă сухаллă Василий Скворцовăн витӗр курăнакан савăчӗ самантрах хут укçапа тула пуçларӗ. Апла-тăк ял йыша тата çул çӳрекенсне çурта лартса тухмалли вырăн часах йăлтах хатӗр пулать. Часах кунта чăваш Акатуйӗ иртмелле вӗт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: