Сувар

Малтан курак кранклатнă, халь артистсем юрлаççӗ

(Ирина Кузьмина).Çӗпрел район центрӗнче, администраци çуртӗнчен темиçе метрти тарăн типçырмара хальччен курак, хутран-ситрен шапа сассисӗр пуçне нимӗнех те илтӗнмен. Иртен-çӳрен ун еннелле питех пăхма та тăрăшмастчӗ, мӗншӗн тесен çывăхӗнче пурăнакансем вӗрене, йăмра читлӗхне никам сисмен чухне пăрахнă çӳп-çапсăр пуçне нимӗн курмалли те çукчӗ. Халӗ пач урăх курăну, типçырмаран çын хăпарма...

(Ирина Кузьмина).Çӗпрел район центрӗнче, администраци çуртӗнчен темиçе метрти тарăн типçырмара хальччен курак, хутран-ситрен шапа сассисӗр пуçне нимӗнех те илтӗнмен. Иртен-çӳрен ун еннелле питех пăхма та тăрăшмастчӗ, мӗншӗн тесен çывăхӗнче пурăнакансем вӗрене, йăмра читлӗхне никам сисмен чухне пăрахнă çӳп-çапсăр пуçне нимӗн курмалли те çукчӗ. Халӗ пач урăх курăну, типçырмаран çын хăпарма та пӗлмест. Темиçе çул хăй еккипе пурăннă çак çутçантлăк кӗтесӗнче паян пурнăç вӗрет.

Çӗпрелсем район центрӗнчи типçырмана усă курма питӗ лайăх мел шутласа тупнă - амфитеатр тунă. Сăмах май, çак ноу-хауна кăçал Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче хаваслă лару-тăрура уçнă, çав кунах фестиваль ирттерсе сасă мӗнле янăранине те тӗрӗсленӗ.

Çырма тӗпӗнче акустика çакăн пек лайăх пулассине хальччен кам шутлама пултарнă-ха? Типçырмана кану вырăнне çавăрни чăнах та питӗ лайăх пуçару. Парксемпе скверсене хăтлăх кӗртес енӗпе патшалăх программи пулман пулсан, пурте маннă типçырмана çакăн пек чун кӗрессе тӗлӗкре те тӗлленмен пулăттăмăр-и? Паян ак, республикăра тата хăш район çакăн пек амфитеатрпа мухтанаять-ха?

Программăн тӗллевӗ - парксемпе скверсене хăтлăх кӗртнисӗр пуçне ăна малашне тулли пурнăçпа пурăнтарасси те. Çӗпрелсем ку енчен тӗллеве пурнăçланă теме те пулать. Типçырма тӗпӗнчи амфитеатртан кашни шăматкун каçхине хитре юрă-кӗвӗ илтӗнет. Çӗпрел районӗнчи культура ӗçченӗсем концерт, кино кăтартаççӗ иккен. Артисчӗсем те вырăнтисемех - районти Культура çурчӗсен ӗçченӗсем. Кустсенчи Культура çурчӗсен ӗçченӗсем пӗрлехи концерт йӗркелеççӗ. Тӳлевсӗр. Иртнӗ шăматкун, тӗслӗхрен, унта Аслă Аксу, Кивӗ Чукал, Тутар Паснапуçӗпе Тутар Шатăршан артисчӗсен концерчӗ пулнă. Çапла черетленсе пыраççӗ концертсем.

Эрнипех ӗçлесе ывăннă ӗç çыннине кашни эрне вӗçӗнче çакăн пек кану кӗтни чăнах та хăй пӗр тӗлӗнтермӗш вӗт. Çавăнпа кунти халăх хапăлласах концертсене, киносеанссене çӳрет иккен. Эппин, амфитеатр туса йăнăшман çӗпрелсем, вăл чăнах та пурăнать, вăл халăх валли. Çӗпрел çапла майпа хăй халăхне тата культурăллă канăва та хăнăхтарса ырри патне туртăнма вӗрентет. Искусство вара... вăл çырма тӗпӗнче те искусствах юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: