Сувар

Ӗненӳ çирӗпленни палăрать

Иртнӗ шăматкун Турă ӳт кас­тарнипе çыхăннă Православи праçникӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӳре Литурги пулчӗ, вăл хӗрес йăтса утнипе вӗçленчӗ. Чăвашла кӗлле Хусан Епархийӗн Тутарстанри чăваш халăхне тӗн енӗпе тивӗçтерекен секторӗн ертӳçи, Хусан митрополичӗн, çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин наместникӗ Игнатий игумен ирттерчӗ. Ăна Çӗпрел районӗнчи...

Иртнӗ шăматкун Турă ӳт кас­тарнипе çыхăннă Православи праçникӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӳре Литурги пулчӗ, вăл хӗрес йăтса утнипе вӗçленчӗ. Чăвашла кӗлле Хусан Епархийӗн Тутарстанри чăваш халăхне тӗн енӗпе тивӗçтерекен секторӗн ертӳçи, Хусан митрополичӗн, çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин наместникӗ Игнатий игумен ирттерчӗ. Ăна Çӗпрел районӗнчи чиркӳ настоятелӗсемпе клирикӗсем пулăшса пычӗç, вӗсен шутӗнче Хусанти Благовещени соборӗн настоятелӗ Константин Колыганов иерей те пурччӗ. Службăна вырăнти халăх йышлă пуçтарăнчӗ, кӳршӗллӗ ялсенчен кăна мар, Ульяновск облаçӗнчен те килнӗччӗ. Урамри сивве пăхмасăрах хӗрес йăтса утнă çӗре те çӗр ытла çын пуçтарăнчӗ. Ачасем, çамрăксем, аслисем - пурне те чуншăн тархасласа кӗл туни, çывăх çынсене юратса ырă ӗç тума ăнтăлни пӗрлештерчӗ.
«Эпӗ кӳршӗ ялтан килтӗм, унта та чиркӳ пур, кӗлӗсене те чăвашлах ирттереççӗ. Анчах паян уйрăм кун, кунта паян пирӗн районтан кăна мар, Хусантан та пачăшкăсем килнӗ. Уявăн чаплă атмосфери сисӗнет, çавна чунпа туятăн. Хам çак кӗлле хутшăннăшăн питӗ савăнатăп», - пӗлтерчӗ хăй шухăшне чиркӗве çӳрекен Елена.
«Ку ялта православи чиркӗвӗ нихăçан та пулман, халăх йышлă пурăнсан та. Ӗненекенсем урăх ялсене çӳренӗ. Çапах та Православи йăли-йӗркисем ку тăрăхра совет вăхăтӗнче те çирӗп пулнă, килте кӗлтунă. Халӗ вара çӗнӗ чиркӳ пурришӗн савăнса пӗтерейместпӗр. Хăвăрах куратăр, ачасем те хамăрпах килеççӗ», - терӗ Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăнакан Людмила.
Служба пӗтнӗ хыççăн Игнатий игумен Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан тата хăй ятӗнчен Литургие хутшăнакансене, ӗненекенсене Раштав­па, Аслă Василие асăнни, çитес Кăшарни ячӗпе саламларӗ. Вӗрентсе каланинче Игнатий игумен чăваш халăхне çутта кăлараканӗн Иван Яковлевăн ӗçӗсене те асăнчӗ. Уйрăмах пат­риарх çынсене пур ӗçе те тӳрӗ кăмăлпа тума, тăрăшса ӗçлеме, тирпейсӗрлӗхрен пăрăнма, пӗр-пӗрне хисеплеме чӗнсе калани çине пусăм турӗ. Вăл çырса хăварнисем паянхи куншăн та актуаллă пулнине каларӗ.
Калас пулать, прихут территорийӗнче «Кириллица» православи вырсарни шкулӗ ӗçлет. Кунта занятисене ачасемшӗн кăна мар, аслисем валли те ирттереççӗ. Вӗренӳ ӗçӗсӗр пуçне тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. «Прихут пурнăçӗ майӗпен чӗрӗлсе пырать, çынсем ӗненӳре çирӗпленсе пыни курăнать, паллах, ку савăнтарать», - терӗ Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӗвӗн настоятелӗ Павел Пурлов иерей.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: