Сувар

Нумай та пӗтет, сахал та çитет

Сергей Павловпа Светлана Яковлева юрларӗç Питравра

Районти предприятисен пуçлăхӗсем те айккинче тăрса юлман çӗншăхальсен Питрав уявӗнчен, çакна палăртма кăмăллă пире. Пӗрле ӗçлесе пӗрле савăннинчен лайăххи мӗн пур çак тӗнчере?!. Илемлӗ пултарулăх коллективӗсем те йышлăччӗ, футболпа волейболра çӗнтерес текенсем те сахалăн марччӗ. Шупашкарти артистсене курас текенсем хăйсене пӗр парти пухăннă. Ача-пăчана савăнмалăх пысăк батут вӗрсе хăпартнă, суту-илӳ вырăнӗсем, таканкки – веçех хăй йӗркипе пырать. Питрава лайăх хатӗрленнине тепӗр хут палăртсан та ытлашши пулмӗ.

Çак уявра хăна йышăнмалла та хăнана çӳремелле. Утă кӗртсе пӗтнӗ, çӗр улми чечекре, вырма тытăнман-ха. Ял халăхӗ çырла пуçтарать те канать. Питрав уявӗнче тăвансем эртелӗ-эртелӗпе пухăннине асăрхарăмăр. Кам вӗрене сулхăнӗнче тăрать, кам хаваслă кӗвӗ çеммипе ташласа тăрать, теприсем илемлӗ вырăнта сăн ӳкерӗнеççӗ.

Сергей Павловпа Светлана Яковлева тата ытти юрăçсем нумайччен çӗнӗ юррисене шăрантарчӗç халăх умӗнче. Хăшӗ пӗри эстрада çинче кăна юрлать, тепри (вăтанманни пуль ӗнтӗ, е фонограммăсăр юрлаканни), халăх умнех пырса тăрать. Хӗрӗнкӗрех çынсене полицире ӗçлекенсем сцена айккине çавăтса тухаççӗ те артистсене ан кансӗрлеччӗр тесе асăрхаттару тăваççӗ. Штраф çырас килмест никамăн та уявра. Хăш-пӗр çыннăн çакăн пек чухне кăна кăмăлӗ уçăлать, чунне ирӗке ярса савăнать вăл.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: