Сувар

Нурлатри чи пысăк гимназисенчен пӗрне Владимир Кашкаров ертсе пырать

Майăн 8-мӗшӗнче ирхине Нурлат районӗнчи Киклӗпуçне хăнана тухса кайрăм. Автобуспа 4 сехет хушшинче Нурлатри автовокзала пырса çитрӗм. Пассажирсем васкамасăр анма пуçларӗç, эпӗ те вӗсемпе пӗрле. Çак самантра мобильлӗ телефонăм «юрлани» илтӗнсе кайрӗ: манăн лайăх юлташăм Владимир Кашкаров шăнкăравлать иккен. Вăл эпӗ килессе пӗлетчӗ. Тӗлпултăмăр. Çак районӗпе паллă хăватлă çын ӗçӗ...

Майăн 8-мӗшӗнче ирхине Нурлат районӗнчи Киклӗпуçне хăнана тухса кайрăм. Автобуспа 4 сехет хушшинче Нурлатри автовокзала пырса çитрӗм. Пассажирсем васкамасăр анма пуçларӗç, эпӗ те вӗсемпе пӗрле. Çак самантра мобильлӗ телефонăм «юрлани» илтӗнсе кайрӗ: манăн лайăх юлташăм Владимир Кашкаров шăнкăравлать иккен. Вăл эпӗ килессе пӗлетчӗ. Тӗлпултăмăр. Çак районӗпе паллă хăватлă çын ӗçӗ çинчен «Сувар» вулаканӗсене пӗлтерес тесе эпӗ унран интервью илтӗм.

- Владимир Михайлович! Чи малтан хăвăр çинчен каласа парсамăрччӗ: ăçта эсир çуралнă, мӗнле çемьере ӳснӗ, ăçта вӗреннӗ?

- Эпӗ 1952 çулхи августăн 4-мӗшӗнче Октябрьски (халӗ Нурлат) районӗнчи Чистовка поселокӗнче учитель çемйинче çуралнă. Кӳршӗ ялти Пухтелӗнчи 8 класлă шкула пӗтерсен Кислеври вăтам шкула вӗренме кайрăм. Шкул хыççăн çара илчӗç.

Салтакран таврăнсан эпӗ Елабугăри педагогика институтне вӗренме кӗтӗм, филологи факультетне, вырăс чӗлхипе литература уйрăмне.

Диплом илсен Пухтелне таврăнтăм, шкулта ӗçлеме пуçларăм.

Пӗр вăхăт районти парти комитетӗнче те вăй хутăм. Кайран Нурлатри 4-мӗш шкулта ачасене вӗрентрӗм.

2000 çулта Нурлат район администраци пуçлăхӗн çумӗ пулса тăтăм. 2002-2007 çулсенче районти вӗренӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ пулса ӗçлерӗм. 2007 çултанпа хулари Совет Союзӗн Паттăрӗ Михаил Егорович Сергеев ячӗллӗ гимназире директорта вăй хуратăп.

Люба мăшăрпа икӗ хӗр çитӗнтертӗмӗр, иккӗшӗ те Хусанта пурăнаççӗ.

- Эсир вӗрентекен ачи, хăвăр та пӗлӳ парассипе çыхăннă яваплă вырăнта ӗçлетӗр. Сирӗн гимназире миçе ача пӗлӳ пухать? Миçе вӗрентекен ӗçлет? Сменăпа ӗçлетӗр-и?

- Гимназире пӗр смена çеç. Пурӗ 593 ача вӗренет. Вӗсене 46 учитель пӗлӳ парать, воспитани енӗпе тăрăшать.

- Гимназистсем вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрсе пыраççӗ? Вӗрентӳ пахалăхӗ мӗнлерех?

- Нурлатра вăтам пӗлӳ паракан учрежденисем çиччӗ. Пирӗн гимнази чи малта пырать. Ачасен пӗлӗвӗн пахалăхӗ 70 процента çывхарать.

- Маттурсем. Мӗнле майпа эсир кун пек пысăк кăтартусем тума пултартăр-ха? Мӗнрен килет вăл? Пур шкул та тăрăшать-çке, анчах кашни ун пек çӗкленеймест вӗт-ха?

- Ман шутпа ӗçсем паха та лайăх пыччăр тесен кашни вӗрентекенӗн, кашни ачан культури, дисциплини, вӗрентес, вӗренес ӗмӗчӗ, тăрăшулăхӗ çӳлти шайра пулмалла. Вӗсемпе, ачасемпе, уйрăмах нумай ӗçлемелле учительсен. Урок ирттернипе кăна мар. Шкул ачисене тӗрӗс çул уçса памалла. Ачасен талантне тăтăшах аталантармалла. Нумайрах шкул тулашӗнчи мероприятисене явăçтармалла.

Пирӗн гимназире вӗренекенсем акăлчан чӗлхипе анлă та тарăн пӗлӳ илеççӗ. Виçӗ вӗрентекен Англире тата АПШ-ра стажировкăра пулса хăйсен ют чӗлхе пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе килчӗç. Вӗсенчен пӗри Оксана Петровна Абрамова, чăваш. Кăçал вăл хамăр республика шайӗнчи «Çулталăк учителӗ - 2016» конкурсра «Акăлчан чӗлхи вӗрентекен чи лайăх учитель» номинацире çӗнтерӳçӗ пулчӗ.

- Гимназистсем кӗнеке вуласси енӗпе мӗнлерех? Хальхи ачасем ытларах телевизор, компьютер умӗнче ларма кăмăл тăваççӗ-çке.

- Пирӗн ак ӗнтӗ 5-мӗш çул «Çемьери хӗллехи вулав» программа ӗçлет, вăй илсе пырать. Унашкал программа тăрăх вулакансен шучӗ икӗ хут ӳсрӗ. 2010 çулта пирӗн гимназири библиотека ӗçченӗ Нафиса Зайнутдинова лайăх ӗçленӗшӗн «Хрусталь тăмана» наградăна тивӗçлӗ пулчӗ. Гимназистсем район, республика тата çӗршыв шайӗнче иртекен тӗрлӗ-тӗрлӗ олимпиадăсемпе конкурссене активлăн хутшăнса малти вырăнсене тухаççӗ. Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче хамăр районта кăна ачасем 90 грамотăпа диплом илчӗç. 9-мӗш класра вӗренекен Алсу Валиахметова Раççей шайӗнчи олимпиадăна хутшăнса 10-мӗш вырăн йышăнчӗ. Биологипе технологи предмечӗсемпе пирӗн патра пӗлӳ пухакансем мала тухаççӗ.

- Эсир тата мӗнле направленисемпе ӗçлетӗр?

- Эпир кадетсен класне уçрăмăр. ДОСААФ-па пӗрле тачă çыхăнса ӗçлетпӗр, парашютистсене хатӗрлетпӗр. Чи лайăххисенчен пӗри Рустем Гиниятуллин Ульяновскри граждан авиацийӗн институтне вӗренме кӗчӗ. Унсăр пуçне автоклас та пур пирӗн. Гимназистсем «В» тата «С» категориллӗ водительсем пулса тухаççӗ. Çара кайсан унта шоферсем пулаççӗ. Гимназире правана вӗренсе тухнисенчен Риназ Мустафин 2015 çулта Мускавра Çӗнтерӳ парадне хутшăнма тивӗçлӗ пулчӗ. Районти çар комиссариачӗпе та анлăн ӗçлетпӗр. Пӗр вăхăт гимназире кавалеристсене хатӗрлеттӗмӗр. Анчах лаша ферми хупăннипе урăх ӗçлеместпӗр. Шел ӗнтӗ. Пирӗн ӗçе хаклама РФ Оборона министерствин комиссийӗ те килсе кайнăччӗ.

Гимназире техникăпа çыхăннă кружоксем аванах аталанаççӗ: карапсем тăвасси, робототехника, радиотехника, çил энергетики. Пирӗн гимназире «Халăха вӗрентес ӗçӗн» музейӗ пур. Кунта питӗ нумай материал пухăннă. Çак музей районти учитель-ветерансен халăха пӗлӳ парас ӗçӗ-хӗлпе, опычӗпе паллашма май парать. Çамрăк ăрăва педагог профессине суйласа илме хистет.

- Владимир Михайлович, пӗлтӗр Эсир кӗнеке кăларни çинчен илтнӗччӗ эпӗ. Тӗрӗс-и вăл?

- Çапла. Эпӗ икӗ кӗнеке авторӗ. Пӗрремӗш кӗнекем «Воспоминания и размышления» ятпа 2014 çулта 250 экземплярпа кун çути курчӗ. Иккӗмӗш кӗнекен ячӗ «Сквозь призму времени». Вăл 2015 çулта 750 экземплярпа пичетленсе тухрӗ.

- Мӗн çинчен çырнă Эсир вăл кӗнекесенче?

- Чистовка поселокӗпе Пухтел ялӗн историйӗ çинчен. Вулакансене унти халăхсен пурнăçӗпе паллаштаратăп. Пӗрремӗш кӗнеке сутăнса пӗтрӗ, иккӗмӗшӗ те 150 экземпляр кăна юлчӗ. Кирлӗ пулсан, телефон номерӗ «Сувар» хаçат редакцийӗнче пур.

- Тавтапуç Сире калаçушăн. Малашне те çӗнӗ çитӗнӳсем тумашкăн çирӗп сывлăх сунатăп.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: