Сувар

«Официаллă мар тӗп ял»

Саплăк строителӗсем чăнтан специалистсем пулмалла, ландшафт уйрăмлăхӗсемпе пӗлсе усă курнă.

Çак илемлӗ вырăна пулах Алешкин Саплăка Çӗпрел районӗн «официаллă мар тӗп ялӗ» тее пуçланă-тăр та чăваш çамрăкӗсем хăйсен хушшинче. Çутă та кӗртнӗ Туслăх кӳллине. Хунарсене тата ытларах тума шутлаççӗ саплăксем. Икӗ хутлă çуллахи кафе те пур. Часавай енне илсе каякан çулăн икӗ енӗпе икӗ пысăк лапам. Пӗринче концерт пырать. Тепӗр енче спорт ăмăртăвӗсем. Тӗлӗнмелле, анчах та икӗ вырăнти сасă, мешехесем пӗр-пӗринчен 60-70 метртах иртеççӗ пулсан та, пӗр-пӗрне кансӗрлемест. Кунта вӗсен хушшинчи хутлăх тăршшӗне кăна мар, çӳллӗшӗ мӗнле пулнине те каласа хăвармалла-тăр – сахалтан та 10 метр. Саплăк строителӗсем чăнтан специалистсем пулмалла, ландшафт уйрăмлăхӗсемпе пӗлсе усă курнă. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: