Сувар

Пирӗн Петӗр пултарать!

Иртнӗ эрне савăнăçлă хыпарпа вӗçленчӗ - февралӗн 9-12-мӗшӗсенче Мускавра инвалидсем хушшинче армрестлингпа иртнӗ Раççей Чемпионатӗнче Тутарстанпа тӗнче чемпионӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов икӗ бронза медале тивӗçрӗ. Ку çӗнтерӳ Петршăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ те кирлӗччӗ, вăл Тӗнче чемпионатне хутшăнма май паракан путевка тесен те юрать. Мӗншӗн тесен тӗнче ăмăртăвӗсене...

Реклама

Иртнӗ эрне савăнăçлă хыпарпа вӗçленчӗ - февралӗн 9-12-мӗшӗсенче Мускавра инвалидсем хушшинче армрестлингпа иртнӗ Раççей Чемпионатӗнче Тутарстанпа тӗнче чемпионӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов икӗ бронза медале тивӗçрӗ. Ку çӗнтерӳ Петршăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ те кирлӗччӗ, вăл Тӗнче чемпионатне хутшăнма май паракан путевка тесен те юрать. Мӗншӗн тесен тӗнче ăмăртăвӗсене Раççей чемпионатӗнче малти виçӗ вырăна çӗнсе илнӗ спортсменсем кăна хутшăнаяççӗ. Эпир Петрпа вăл киле таврăнсанах çыхăнса ăмăрту еплерех иртни, малашнехи плансем çинчен калаçрăмăр. - Ăмăртăва Раççейри 19 регионтан çӗр ытла спортсмен хутшăнчӗ. Тутарстанран эпир вун улттăн кайрăмăр. Эпӗ хамăн 65 килограмм виçе йывăрăшӗнче ăмăртрăм. Пӗлтӗр Раççей чемпионатӗнче сулахай алăпа çӗнтернӗччӗ пулсан, кăçал сулахаййипе те, сылтăммипе те. Çавăнпа та ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗсем мана тивӗçтерчӗç. Халӗ тренировкăсене чакармасăр кăçал Венгрире иртекен Тӗнче чемпионатне хатӗрленме пуçлатăп. Унта кайса килме, пурăнма валли спонсор пулăшăвне шырама тивет-ха ӗнтӗ. Пӗлтӗр Польшăра иртнӗ Тӗнче чемпионатне кайма район пуçлăхӗнчен Александр Валерьевич Шадриковран пулăшу ыйтнăччӗ, вăл пулăшрӗ. Тав ăна! Плансем çинчен каласан, малашне армрестлингсăр пуçне тата йӗтре тӗртессипе те тренировкăсене пуçласа ăмăртусене хутшăнасшăн. Ачаранах Паралим вăййисене хутшăнма пысăк ӗмӗт пур. Армрестлинга вара хальлӗхе Паралимп вăййисен программине кӗртмен-ха, ăна 2024 çулта иртекен вăйăсене тин кӗртеççӗ тесе калаçаççӗ. Çавăнпа та йӗтре тӗртессипе Раççей сборнăйне кӗме, унтан Паралимпиадăна кайма ӗмӗтленетӗп. Çуркунне Шупашкарта инвалидсем хушшинче йӗтре тӗртессипе иртекен Раççей Чемпионатне кайса килесшӗн, тен, ăмăртса та пăхăп, тен, çӗнтерсех таврăнăп (кулать), - паллаштарчӗ плансемпе Петр. Ку чемпионата Петр кăшт кăна хутшăнмасăр юлма пултарнă иккен. Тутарстан сборнăйӗ пухăнакан вырăна - Хусанти тӗп чукун çул вокзалне - Петр поезд тапранма пуçланаспа тин çитсе ӗлкӗрнӗ. - Кун пек пăтăрмахсем çул çинче пулманччӗ-ха. Район спорт комитечӗ мана Хусана çити çитме машина пама шантарнăччӗ, каçхине вара шăнкăравласа машина çуккине пӗлтерчӗç. Хусана райцентртан маршрут автобусӗпех кайрăм. Тата çул çинче автобуса ПАИсем чарса нумай вăхăт илчӗç. Сборнăй спортсменӗсемпе тренер мана çухатнă, шăнкăравлаççӗ, васкатаççӗ. Хусана çитсен тӳрех такси тытса чукун çул вокзалне кайрăм. Юрать-ха, хулара «пробкăсене» лекмерӗм, чутах тăрса юлаттăм. Вокзала çитсен поезд пӗр минут та тăмарӗ - тапранчӗ, - каласа пачӗ Петр. Эпир Петра тепӗр çӗнтерӳ тунă ятпа саламлатпăр, малашне те çаплах хăюллă, харсăр, уçă кăмăллă, спортра тата та пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: