Сувар

Питрав уявне Çӗнӗ Шăхальсем 2012 çулта анлăн уявлама тытăннă

Ту çинче пурăнакан халăх пек кунта хăнана чи чаплă вырăна лартаççӗ

Чӗннӗ çын умӗнче намăс курас мар тесе курăкне те çулса хунă, ялавӗ те вӗлкӗшет, сурăхӗ те хуранта вӗрет. Ялăн хавалӗ пуррипе пулса иртеççӗ çакăн пек уявсем. Пурте пӗр шухăшлă пулнипе. Хальхинче те 1973 çулхта çуралнисем ыттисенчен хытăрах тăрăшрӗç пулмалла. Пӗлетпӗр, кун пек туслă пурăнакан çӗре ют ял хулиганӗсем те çӳреме шикленеççӗ. Шăхальсем Кавказ халăхӗ пек, хăнана кӗрекери чи чаплă вырăна лартаççӗ.

Уява пуçласа Çӗпрел районӗн ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров сăмах каларӗ. Вăл пухăннисене уяв ячӗпе саламласа йăласене упраса пыни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен каларӗ. Çак уява йӗркелеме пулăшакан ыркăмллăхçăсене пӗртăван Григорьевсене те палăртса хăварчӗ пуçлăх. Вăл яла аталанма пулăшнăшăн Юрий Григорьева районăн Тав çырăвне парса чысларӗ. Ялшăн çунакан çынсене палăртмаллах. Кашни чăваш ялӗнче пулсанччӗ çапларах пысăк чӗреллӗ этем!

Çӗнӗ Шăхаль Звезда ял хутлăхне кӗрет. Поселени пуçлăхӗ Виктор Григорьев та мухтав çырăвӗсем парса тав турӗ Питрав спонсорӗсене. Акă вӗсем: Николай Данилов, федор Клементьев, Владилен Чернов, Николай Осипов, Зинаида Спиридонова, Александр Афанасьев, Андрей Афанасьев, Анатолий Угинов, Александр Емелькин, Владимир Захаров.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: