Сувар

Сакăр ывăл ашшӗ

Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче тӗлӗнмелле çын - çирӗп кăмăллă çемье пуçӗ, ăслă канашсем паракан атте, ылтăн алăллă ăста - Алексей Михайлович Митрофанов пурăнать. Çутçанталăк чӗрӗлнӗ вăхăтра çуралнă вăл, апрелӗн 4-мӗшӗнче 83 çул тултарчӗ. Мăшăрӗпе Нина Семеновнăпа иккӗшӗ Митрофановсем сакăр ывăл çуратса ӳстернӗ, кашнине пӗлӳ панă, салтака ăсатса кӗтсе илнӗ,...

Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче тӗлӗнмелле çын - çирӗп кăмăллă çемье пуçӗ, ăслă канашсем паракан атте, ылтăн алăллă ăста - Алексей Михайлович Митрофанов пурăнать. Çутçанталăк чӗрӗлнӗ вăхăтра çуралнă вăл, апрелӗн 4-мӗшӗнче 83 çул тултарчӗ.

Мăшăрӗпе Нина Семеновнăпа иккӗшӗ Митрофановсем сакăр ывăл çуратса ӳстернӗ, кашнине пӗлӳ панă, салтака ăсатса кӗтсе илнӗ, авлантарса кин кӗртнӗ. Кашнин ăнăçăвӗ-çитӗнӗвӗшӗн хӗпӗртенӗ, ӗмӗтлен ни пурнăçланайманшăн пӗрле куляннă.

Алексей Михайлович пурнăçне тăван ялӗпе çыхăнтарнă, нихăçан та кунтан пăрахса каяс темен. Ӗмӗрӗпех ял хуçалăхӗнче, Фрунзе ячӗллӗ колхозра, механизаторта, трактор бригадин бригадирӗнче, мастерской пуçлăхӗнче вăй хунă. Тăрăшуллă та сапăр, ӳркенмен ӗçчене, ял-йышпа кӳршӗ-аршă нуши-тертне хăйӗнни пек йышăнма хăнăхнă çынна пӗр хутчен çеç мар ял канашӗн депутатне суйланă.

Хура-шурне те сахал мар курнă. Сакăр ача ӳстерме пӗртте çăмăл пулман. Тӗрлӗ самантсем тӳр килнӗ пурнăç сукмакӗ çинче. Укçи-тенки те ялан çителӗклӗ таран пулман пуль. А.М. Митрофанова вăхăтлăх йывăрлăхран тухма тата тепӗр пултарулăхне хута яма тивнӗ - хӗлле кăçатă йăваланă.

Нина Семеновнăпа 50 çул пӗрле пурăнса хура-шурне пӗрле пайланă. Шел, шанчăклă тусӗ, юратнă арăмӗ виçӗ çул каялла çӗре кӗнӗ.

Çак кунсенчи уяв кӗрекине çичӗ кӗреш ывăлӗ (пӗри аварире 10 çул каялла вилнӗ), кинӗсем, вӗсен ачисем, мăнукӗсем пухăннă, аслине çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр суннă. Шурсухалăн 13 мăнук, 6 кӗçӗн мăнук. Алексей Михайлович савăнать вӗсемпе. Калаçма юратакан аслашшӗ, мăн аслашшӗ Митрофановсен йăх-ăрăвне тăсакан çамрăксен ăнăçăвӗсемпе кăсăклансах тăрать, ырă канашсем парать, несӗлӗсемпе те мухтанса илет. Мăнукӗсем хулара пурăнса та чăвашла пӗлнипе вара чăннипех те мăнаçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: