Сувар

Тӗшши тымара пăхать

Çӗпрел тăрăхӗнче районтан тухнă паллă ентешсене халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси йăлара. Поэт, çыравçă, драматург А.Чебановăн 80 çулхи юбилейне те акă, унăн пултарулăхӗ тăрăх районти шкул ачисен хушшинче тăватă номинаципе («Çамрăк ӳнерçӗ», «Сăвă каласси», «Юрă юрласси» тата актер пултарулăхӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав») фестиваль-конкурс хатӗрленӗччӗ. Февралӗн 10-мӗшӗнче Ху­рăн­вар Шăхалӗнчи Культура çуртӗнче ура пусма...

Çӗпрел тăрăхӗнче районтан тухнă паллă ентешсене халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси йăлара. Поэт, çыравçă, драматург А.Чебановăн 80 çулхи юбилейне те акă, унăн пултарулăхӗ тăрăх районти шкул ачисен хушшинче тăватă номинаципе («Çамрăк ӳнерçӗ», «Сăвă каласси», «Юрă юрласси» тата актер пултарулăхӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав») фестиваль-конкурс хатӗрленӗччӗ.

Февралӗн 10-мӗшӗнче Ху­рăн­вар Шăхалӗнчи Культура çуртӗнче ура пусма та вырăн çукчӗ. Чăвашсем районӗпех пуçтарăннă кунта, сумлă хăнасем те сахалăн килмен. Вӗсен йышӗнче: Анатолий Сафроновичăн мăшăрӗ Авдотья Ивановна, Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, Ульяновск облаçӗнчен Валентина Тараватпа Анатолий Юман çыравçăсем, Шупашкартан Арсений Тарасовпа Владислав Николаев журналистсем, драматургсем, Альбина Юрату сăвăç, хурăнварсен ентешӗ Александр Михайлов, «Сувар», «Тăван ен» хаçатсен ӗçченӗсем тата ыттисемччӗ.
Тӳрех палăртса хăварам, çак пысăк мероприятие Çӗпрел районӗн пысăк команди - вӗ­рен­тӳ, культура уйрăмӗсем, цен­трализациленӗ библиотека системи - хатӗрленӗ. Вӗсенчен кашни пӗрер номинацишӗн явап­лă пулнă. Çавăнпа та ентешӗн юбилейне вӗсем пӗр уйăх кăна хатӗрленмен. «Çамрăк ӳнер­çӗ» номинацие, тӗслӗхрен, тахçанах пуçарнă. Çавăнпа юбилей кунӗнче ăна пӗтӗмлетрӗç кăна. Çамрăк ӳнерçӗсен ӳкерчӗкӗсенче вара А.Чебанов хăй те, унăн пьесисенчи, сăвви-юррисенчи сăнарсем те чӗрӗ пекех курăнчӗç. Питӗ ăста ӳкернӗччӗ вӗсене.
Тата тепӗр япалана та палăртмасăр май çук, йӗркелӳçӗсем А.Чебанов çинчен тӗп сăмаха яланхи йăлапа килнӗ хăнасене мар, ачасене пани питӗ вырăнлă та тӗрӗс пулчӗ. Анатолий Сафроновичăн хайлавӗсем çам­рăк ăру валли еткер-çке. Çӗпрел тăрăхӗнчи шкул ачисем вара шанăçа тӳрре кăларчӗçех. Мӗншӗн тесен çав кун сцена çине тухса куракана чăн-чăн артистсенчен кая мар темиçе сехет тимлӗхре тытрӗç: култарчӗç те, куççуль те кăларттарчӗç, çав вăхăтрах мăнаçлантарчӗç те. Вӗренекенсем пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухса Анатолий Чебановăн нумай енлӗ пултарулăхне унăн сăввисене каласа, юррисене юрласа тата пьесисен пайӗсене выляса кăтартрӗç. Вӗсем сцена çинче хăйсене мӗнле тытнине курсанч­чӗ сирӗн! Кашни хăйӗн номинацийӗнче пӗрремӗш вырăншăн тупăшрӗ. Эх, Анатолий Сафронович хăй сывă пулнă пулсан çакна курсан мӗнле савăннă пулӗччӗ, юбилейпе çамрăк ентешӗсенчен мӗн тери пысăк парне пулчӗ-çке ку! Фестивале пӗрремӗш класс ачисенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнчӗç-çке.
Фестиваль-конкурс темиçе сехете тăсăлсан та никам та киле саланма васкамарӗ. Ку ӗнтӗ эпир чăн-чăн искусствăшăн тунсăхланипе те, шкулсем кашни тӗрлӗ пьеса суйланипе те çыхăннăччӗ пулӗ-ха. Шкулсем хатӗрленӗ пьеса сыпăкӗсене куракансем сывламасăр тенӗ пек курса ларчӗç. Мӗ­нех калăн, маттур Çӗпрел чăвашӗсем, пултараççӗ.
Кама мӗнле пуль те, эпӗ вара жюри пайташӗсене çав кун питӗ хӗрхентӗм. «Эпӗ пурне те пӗрремӗш вырăн панă пулăттăм», - терӗ Валентина Тарават фес­тиваль-конкурс хӗ­рӳ пулассине сиссе малтанах. Çапла пулчӗ те, ачасем каланă сăвăсем, юрăсем, пьеса сыпăкӗсем чунри кашни хӗлӗхе пырса тиврӗç.
Фестиваль-конкурс вăхăтӗнче хăнасене Анатолий Юмана, Валентина Таравата, Альбина Юратăва тата ыттисене те сăмах пачӗç. Çаплах Анатолий Сафроновичăн пӗртăванӗн Николай Сафроновичăн тата К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссерӗн Валерий Яковлевăн видеосаламне те куртăмăр. Анчах яланхи пекех пичкери пӗр кашăк тикӗт тенешкел, кăмăла хуçаканни хальхинче те пулчех. Чăваш патшалăх академи драма театрне 30 çула яхăн аншлаг парнеленӗ «Праскисен» авторӗн юбилейне театртан пӗр представитель те килме кăмăл туманччӗ. Мӗншӗн-ха кун пек чух шупашкарсемшӗн ялан çул вăрăм? Тепӗр тесен, Арсений Тарасов калашле, çӗпрелсене никамах та кирлӗ мар-ха, вӗсем хăйсемех лайăх савăнма та, ентешӗсене сума сума та пӗлеççӗ. Хальхинче те çаплах пулчӗ, хăйсен ентешӗн юбилейне вӗсем çӳллӗ шайра ирттерчӗç. Шупашкар хăни В.Николаев каланă тăрăх, Шупашкарти республика шайӗнче хатӗрленӗ П.Хусанкай юбилейӗ те кун пек шайра иртеймен.
Çапах та конкурс-конкурсах, унта пурте çӗнтерӳçӗ пулаймаççӗ. Хальхинче те акă, жюри темӗнччен канашланă хыççăн çӗнтерӳçӗсем çаксем пулнине пӗлтерчӗ:
«Çамрăк ӳнерçӗ» номинацире I вырăна Николай Макаров (Алешкин Саплăк шкулӗ), II - Регина Нищетова (Хулаçырми), III вырăна Ирина Ефремова (Чăваш Çӗпрел) йышăнчӗç;
«Сăвă вуласси» номинацире I - Виктория Михайлова (Хурăнвар Шăхаль), Анастасия Сердцева (Упи), II - Надежда Ильина (Кивӗ Çӗпрелӗнчи отрасльсен технологийӗсен техникумӗ), Ирина Токмакова (Чакă), III - Анна Максимова (Алешкин Саплăк), Анастасия Мосейкина (Матак);
«Юрă юрласси» номинацире I - «Çăлкуç» ушкăн (Упи), II - Валерия Юманова (Çӗнӗ Упи), III - Зинаида Маркова (Вăрманай Шăхаль);
«Чӗнтӗрлӗ чаршав» номинацире I - Хурăнвар Шăхаль шкулӗ («Тӗшӗ тымара пăхать» пьеса), II - Матак шкулӗ («Мыскаран мăйраки кукăр» пьеса), III вырăна Хулаçырми шкулӗ («Хăтасем» пьеса) çӗнсе илчӗç. Тӗрӗссипе, конкурсантсем пурте питӗ тăрăшрӗç, пурне те мухтамалла. Вӗсен пултарулăхне пăхса чунпа кантăмăр. Тав йӗркелӳçӗсене.
Хурăнвар Шăхаль ял, шкул администрацийӗсене тата районти чăваш чӗлхипе литература учителӗсене вара уйрăмах тав тумалла. Тӗпрен илсен, вӗсен тăрăшулăхӗ ку. Чăваш чӗлхипе тата литературипе иртнӗ республика олимпиадинче те район ачисем çуллен çитӗнӳсем тăваççӗ. Кăçал та мала тухрӗç. Ачасене олимпиадăна лайăх хатӗрленӗ учительсене Г.Н.Сандиярована (Хурăнвар Шăхаль шкулӗ), Т.М.Карсакована (Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ) тата М.И.Ермолаевана (Матак шкулӗ) ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе, М.И.Ермолаевăна вара тата ТР ЧНКА Хисеп хучӗпе те чысларӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: