Сувар

Турнир ял уявне çаврăнчӗ

(И.Трифонова. С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра çулсерен Николай Бултыков ячӗпе иртекен йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем ку тăрăхра пурăнакансемшӗн хӗллехи тепӗр паллă мероприяти пулса тăчӗ. Кăçал вăл 10-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 25-мӗшӗнче Анат Чакă ял хутлăхӗ çумӗнчи вăрман патӗнче халăх йышлăн пуçтарăнчӗ, юбилейлă ăмăртусене таврари ялсенчен вӗттинчен пуçласа ватти таранах йӗлтӗрӗсене...

(И.Трифонова. С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра çулсерен Николай Бултыков ячӗпе иртекен йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем ку тăрăхра пурăнакансемшӗн хӗллехи тепӗр паллă мероприяти пулса тăчӗ. Кăçал вăл 10-мӗш хут иртрӗ.

Февралӗн 25-мӗшӗнче Анат Чакă ял хутлăхӗ çумӗнчи вăрман патӗнче халăх йышлăн пуçтарăнчӗ, юбилейлă ăмăртусене таврари ялсенчен вӗттинчен пуçласа ватти таранах йӗлтӗрӗсене йăтса килнӗ. Чи кӗçӗн хутшăнакан Николай Бултыковăн мăнукӗ София Чаркина пулчӗ, кукашшӗ ячӗпе иртекен ăмăртура вăл 3-мӗш классемпе тан 1 километрлă дистанцие чупса тухрӗ. Аслăрах мăнукӗсене «ветерансен» шутне те кӗртме пулать ӗнтӗ, пӗр çул та хутшăнмасăр юлмаççӗ.

Мероприятие уçнă çӗре Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Айрат Залялов, Анат Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов, районти МЧС службин пуçлăхӗ Василий Битяков, ПАИ сотрудникӗсем хутшăннă. Айрат Фиркатович спортсменсене саламласа ăмăртура ăнăçу сунчӗ. Районти спорт аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Николай Бултыковăн мăшăрне Зоя Михайловнăна Тав çырăвӗ парса чысларӗ. Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн ăмăртусем пуçланчӗç. Ун валли кунӗ те заказпа тейӗн, хӗвеллӗ те типӗ тăчӗ, йӗлтӗре шума аван.

Паллă ӗнтӗ, мероприятие йӗркеленӗ çӗре Николай Бултыковăн çемйи - мăшăрӗ, хӗрӗсемпе вӗсен çемйисем активлă хутшăнаççӗ. Ăмăртура çӗнтернисене палăртма медальсемпе кубоксем те хатӗрленӗ.

«Кăçал медаль дизайнне йăлт çӗнетрӗмӗр, аван пулса тухрӗ. Мероприятие кашни çул йышлăн хутшăнни, вăл çӗпрелсен кăмăлне тивӗçтерни, паллах, савăнтарать. Акă, кăçал та палăртнă 12 категори вырăнне çул ӳсӗмне кура 15 категорипе ăмăртусем иртрӗç. Аттене сума суса унăн юлташӗсем хутшăнни уйрăмах хумхануллă. Вӗсем кашни çул юлташне асăнса хисеп çаврăмӗ чупаççӗ», - каласа парать Сильвия Чаркина.

Зоя Михайловна Бултыкова палăртнă тăрăх, ăмăртусенче кашни çул мӗн-тӗр çӗнни пулса иртет, куншăн йӗркелӳçӗсене тав тумалла. Каласа хăврамалла, Н.П.Бултыкова асăнса йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем йӗркелеме пуçласа унăн вӗренекенӗ Владимир Солдатов сӗннӗ. Часах ун тавра ӗç ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Пуçаруллисем шутӗнче Анатолий Иванов, Анатолий Матюшин, Александр Исли, нумай пулмасть вӗсен çумне шкулти физкультура вӗрентекенӗ Артем Солдатов хутшăннă.

«Çак ушкăн ăмăртусене тахçан малтан хатӗрленме тытăнать, трассăна - кӗркуннеренех. Анатолий Матюшин йӗлтӗр çулӗ пулмалли вырăна тăршшӗпех тӗрӗслесе тухать, ăçта шӗшкӗ турачӗ авăнса аннă, ăçта йывăç йăваннă - пурне те курса, пуçтарса тирпейлесе тăрать. Юр ларма пуçланăранпа снегоходсемпе тухса ăна тикӗслесе таптаса пусараççӗ. Ак килнӗ кун та Александр Исли пире хирӗç вăрмантан аэроçунипе шатăртаттарса тухрӗ», - каласа парать Зоя Михайловна.

Зоя Бултыкова каласа панă тăрăх, кăçал кӗçӗн классенче вӗренекенсем уйрăмах активлă пулнă. Вӗсем валли кӗтмен сюрприз та хатӗрленӗ. Ăна çак ялта çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск хулинче пурăнакан Анатолий Такмаков тунă, ывăлӗпе кашни çулах хутшăнаççӗ вӗсем. Кăçал спонсор шутӗнче кӗçӗн класрисен хушшинче 1-мӗш вырăн йышăннисене чӗрӗ цесаркăсемпе кроликсем парнеленӗ. Атьсем куншăн питӗ хӗпӗртенӗ.

«Ăмăртăва хутшăнакансене, йӗркелӳçӗсене, спонсорсене, волонтерсене - пурне те пысăк тав. Василий Битяков тăрăшнипе МЧС служби хир кухнине йӗркелессине хăй çине илнӗ. Спортсменсене пурне те вӗри апатпа тивӗçтерчӗç вӗсем. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов та нумай тăрăшрӗ. Атьсене - Елисеевсемпе Чаркинсене - пурне те вырăнти ял хутлăхӗн ятӗнчен Тав çырăвӗсем, парнесем пачӗ. Унăн шăллӗ Борис Албутов спонсорла пулăшу пачӗ, мероприятие хутшăнакансене çитерме апат-çимӗç продукцийӗпе тивӗçтерчӗ. Хамăр та парнесемсӗр кайман, никама та кӳрентерес килмест. Ăмăртусем, халăх калашле, тахçанах ял уявне çаврăнчӗç ӗнтӗ. Тăванăмсем килнӗ çынсене вӗри чейпе, икерчӗпе сăйлаççӗ. Пултарнă таран пулăшма тăрăшаççӗ. Олег аттене асăнмасăр хăварма çук, кашни çулах вăл тӗп спонсор шутӗнче. Пысăк тав ăна. Çапах пуринчен ытла çынсем: «Кунӗ паян Николай Павлович пекех, хӗвеллӗ, лăпкă. Вăл хăй те ялан кулса çӳретчӗ, ырă кăмăллăччӗ», - тесе калани чуна пырса тивет», - терӗ Зоя Михайловна.

Ăмăртусем кашни категорирех малти 3 вырăна палăртнипе, çӗнтерӳçӗсене медальсем парса чысланипе вӗçленчӗç. Н.П.Бултыков ячӗллӗ йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем кăçал юбилейлă пулнипе кашни хутшăнакан диплом илме тивӗçрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: