Халӗ кӳлӗ, кайран культура центрӗ

(Л. Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пулас часавай никӗсне янине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Ăна кунти Туслăх кӳллин хӗррине лартаççӗ. Сăмах май, çак вырăн малашне культура центрӗ пулса тăрӗ. Тутарстан, Хусан Митрополичӗ Феофан тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пилленипе Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храмăн...
(Л. Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пулас часавай никӗсне янине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Ăна кунти Туслăх кӳллин хӗррине лартаççӗ. Сăмах май, çак вырăн малашне культура центрӗ пулса тăрӗ.
Тутарстан, Хусан Митрополичӗ Феофан тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пилленипе Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храмăн пачăшки Николай атте, Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский храмăн пачăшки Павел атте тата Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн храмӗн пачăшки Владимир атте малтан кӗлӗ ирттернӗ.
Мероприятие район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Шадриков, унăн çумӗ А.Сарафанов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ пайташӗ А.Саиткин тата ял халăхӗ хутшăннă.
Часавая ял халăхӗн тата ялти спонсорсен пулăшăвӗпе лартаççӗ. Çак ырă ӗçе пуçăннă ятпа ял халăхне тата меценатсене район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков тав тунă.
Меценатсем алă пуснă пил грамотиллӗ капсулăна часавай никӗсне савăнăçлă лару-тăрура хунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 марта 2021 - 14:12Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗ ресторансене ҫӗрле ӗҫлеттерес ыйтӑва тӗпчет Кафе тата ресторан бизнесӗ пандеми вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухатусем тӳсни пирки рестораторсем Рустам Миннихановран вӗсене ҫӗр хута ӗҫлеме ирӗк пама ыйтнӑ1400
-
3 марта 2021 - 12:44Ростехнадзорӑн экс-пуҫлӑхне суд килти ареста ӑсатнӑ Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи коррупцине хирӗҫ кӗрешекен уйрӑм вӑхӑтне ахаль ирттермест. Ӗнерхи канашлура сахал мар министрӑн ура ҫине тӑма тиврӗ2500
-
3 марта 2021 - 11:10Социаллӑ сетьсем политиксене кансӗрлеҫҫӗ е пулӑшаҫҫӗ Паян "Волга" эксперт клубӗн онлайн-ларӑвӗ иртет2600
-
3 марта 2021 - 09:17Шулӗксем паллӑ ҫынсен страницисене те ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ Вулакансене асӑрхаттарас килет, социаллӑ сетьсенчи парольсенче темиҫе цифра, пысӑк тата пӗчӗк саспаллисем пулмалла. Страницӑрсене шулӗксем ҫӗмӗрсе ан кӗрейччӗр тесен кашни социаллӑ сеть валли урӑхла пароль шутласа кӑларӑр3500
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ36112
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ13600
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.12201
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ270500
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен28900
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.17400
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине14900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика