Сувар

Ун ятне шкула парасчӗ

Иртнӗ шăматкун Кивӗ Çӗпрелӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче паллă ученăй-математик П.Миронов çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа район конференцийӗ иртрӗ. Мероприятие шкулсенчи истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳçӗсем пухăннăччӗ. Пухăннисене Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗн çумӗ А.Залялов саламласа ăнăçлă ӗç сунчӗ. Вăл каланă тăрăх, Павел Миронов Раççей вӗрентӗвӗшӗн, уйрăммăн илсен, математика наукишӗн нумай ӗç тунă ентеш. 40...

Иртнӗ шăматкун Кивӗ Çӗпрелӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче паллă ученăй-математик П.Миронов çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа район конференцийӗ иртрӗ. Мероприятие шкулсенчи истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳçӗсем пухăннăччӗ.

Пухăннисене Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗн çумӗ А.Залялов саламласа ăнăçлă ӗç сунчӗ. Вăл каланă тăрăх, Павел Миронов Раççей вӗрентӗвӗшӗн, уйрăммăн илсен, математика наукишӗн нумай ӗç тунă ентеш. 40 çул хушшинче вăл математикăпа тата геометрипе 20 учебник тата нумай вӗрентӳ пособийӗ хатӗрлесе кăларнă.
Малалла Таврапӗлӳ музейӗн директорӗ, Çӗпрел районӗн историне çыракан Р.Субаев сăмах каларӗ. П.Мироновăн пурнăçӗ çинчен Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкулта истори тата обществознани вӗрентекен Г.Карсаков каласа пачӗ. Вăл Ӗпхӳри вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем ха­тӗрленӗ презентацине кăтартрӗ. Çӗршывӗпе паллă ученăй-математик ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» хаçатра та нумай çутатнă. Ун çинчен хаçатăн тӗп редакторӗ Н.Ларионов каласа пачӗ.
П.Мироновăн тăванӗсем çинчен Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçи Н.Казаков каласа пачӗ.
Аслă Нагаткинри вăтам шкулăн 7-мӗш класс вӗренекенӗ Л.Сультеева хăйӗн «Калаçакан цифрăсем» ӗçӗпе паллаш­тарчӗ.
Ульяновск облаçӗнчи чăваш скульп­торӗ Н.Кондрашкин çӗнйӗлмелсене паллă математикăн барельефне парнелерӗ. Вăл Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкула П.Миронов ятне пама сӗнчӗ.
Юлашкинчен Чӗмпӗрте пурăнакан çул çӳревçӗ Н.Кирюшин Ӗпхӗве кайса П.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртнӗ тӗлпулу çинчен каласа пачӗ. Вăл конференцие хутшăнакансене орденсемпе медальсен коллекцине кăтартрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: