Сувар

Унăн летчик пулас килнӗ

Пирӗн халăхăмăрăн чи чаплă ывăлӗсенчен пӗрин çинчен Чăваш Республикинче кăна мар, Тутарстанра та ытла пӗлсех каймаççӗ. Çав вăхăтра икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ ятне илнӗ çынсене пирӗн республикăра кăна мар, Атăл тăрăхӗнче те пӳрнепе хисеплеме пулать. Çак шутра Совет Союзӗн авиаци промышленоçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Деменьев паллă вырăн йышăнать....

Пирӗн халăхăмăрăн чи чаплă ывăлӗсенчен пӗрин çинчен Чăваш Республикинче кăна мар, Тутарстанра та ытла пӗлсех каймаççӗ. Çав вăхăтра икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ ятне илнӗ çынсене пирӗн республикăра кăна мар, Атăл тăрăхӗнче те пӳрнепе хисеплеме пулать. Çак шутра Совет Союзӗн авиаци промышленоçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Деменьев паллă вырăн йышăнать. Çак кунччен ăна мӗншӗн ытлашши чысласах кайманни пирки шутласа вăхăта тата нервăсене сая ямăпăр, ытти ял ачисенчен ытла уйрăлса тăман ентешӗмӗрӗн шăпи ăна мӗнлерех авиаци патне илсе çитерни çинчен кăштах каласа парас килет.

Çӗнӗ Упи чăвашӗн «вӗçевӗ» чăннипе те пуç çаврăнмалла килсе тухать. Профтехучилище пӗтернӗ хыççăн Мускаври Ломоносов ячӗллӗ Механика институтне вӗренме кӗрет. Унтан Жуковский ячӗллӗ сывлăш çарӗн академине куçать.

Унăн летчик пуласси килнӗ. Çак ӗмӗт патне вăл çирӗп утăмсемпе çывхарнă. Çирӗммӗш çулсен вӗçӗнче Совет Союзӗ инçет авиацие аталантарнă вăхăтра Мускавран Владивостока çити пирӗн летчиксем хӗлле испытани вӗçевӗ ирттереççӗ. Петр Дементьев экипажра инженер-испытатель пулса вӗçев параметрӗсене çырса пырать. Анчах та çитмелли çӗре 50 çухрăма яхăн юлсан самолет персе анать. Летчикӗ сурансене чăтаймасть, вилет. Тепӗр бортинженерпа пӗрле контузи илнӗ Петр Дементьев унăн виллине шăннă юханшыв тăрăх хула енне сӗтӗрсе каять. Икӗ талăкран кăна вӗсем çынсем тӗлне тухаççӗ. Ăшă çурта кӗрсен тин Петр тăнне çухатать...

Тухтăрсем унра чӗре чирне тупса вӗçме чараççӗ. Мӗн тумалла? Ӗмӗт татăлать вӗт. Анчах хăйӗн умне пурнăçланайми тӗллев лартсан чи пысăк çитӗнӳ тăвассине лайăх ăса илнӗ чăваш ачи: «Çăпаталлă ялтан тухса çакăнта çити çӗкленме пултарайрăм пулсан, малалла та чарăнса тăмалла мар. Вӗçме юрамасть-тӗк, самолет тума тытăнатăп!»

Гражданпа Сывлăш флочӗн наукăпа тӗпчев институтӗнче уйрăм начальникӗ пулса авиаци завочӗсемпе çыхăнса ӗçлеме тытăнать. 1934 çултан Мускаври авиазаводра цех начальникӗн çумӗ, унтан цех ертӳçи, унтан тӗп инженер, унтан завод директорӗ. Пӗрремӗш пилӗкçуллăхсен вăхăтӗнче вăл çӗршыва çӗнӗ авиаци техникипе тивӗçтерес çӗрте тăрăшать. Ӗçре чунтан парăнса тăрăшать, çитӗнӳсем тăвать. Ăна асăрхаççӗ. 33-ре чухне вăл Мускаври авиазавод директорӗ пулса ӗçлет. 1941 çулхи февраль уйăхӗнче СССР авиаци промышленноçӗн халăх комиссарӗн пӗрремӗш çумӗ пулса ӗçлеме тытăнать.

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи тытăннă пӗрремӗш кунра нимӗçсем сывлăшра пирӗн 400 яхăн самолета персе антараççӗ, аэродромсенчен вӗçсе ӗлкӗреймен 800 ытла самолета бомба пăрахса аркатаççӗ. Юрать-ха летчиксем сывă. Анчах та вӗçме техника çук.

Дементьев ертсе пынипе авиаци завочӗсене васкавлăн эвакуацилес ӗç йӗркеленнӗ. Куйбышев хулине кăна 11 авиаци завочӗ куçать. Тылра чи кӗске вăхăтра çар самолечӗсем туса кăларма тытăнаççӗ: Ил-2 штурмовик, Ту-2 бомбардировщик, Як-3 истребитель тата ыттисене те. Самолетсен шучӗ майӗпен фашистсеннипе танлашма, унтан иртме пуçлать. Шутласа пăхăр-ха, вăрçă хӗрсе пынă, пирӗн çарсем чакнă вăхăтра - 1941 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче - СССР Верховнăй Канашӗн Указӗпе П.В.Дементьева Социализмла Ӗç Геройӗн ятне пама йышăнаççӗ. Кам сывлăшра мала тухать - çав çӗнтерет.

Вăрçă умӗнхи репрессинчен авиаконструкторсене хăтарас тесе шăпах Петр Дементьев Лаврентий Берияна «шарашкăсем» йӗркелеме ӳкӗтлет. Çапла Çӗпрел чăвашӗн юлташӗ Туполев, пулас ракета «ашшӗ» Королев тата ытти талантлă инженерсем лагерьсенчен таврăнса вилӗмрен хăтăлса юлаççӗ. Çак теветеллӗх виçин тепӗр енче Дементьевăн хăйӗн пурнăçӗ гире пек çакăнса тăнине те ăнланман мар-тăр вăл. Çапах çӗршыва кирлӗ ӗçпе сăлтавласа шухăшне кирлӗ пек пурнăçа кӗртет. Инженер-конструкторсем шанчăка тӳрре кăлараççӗ, ратлă ӗçпе сăлтавсăр вараланнă ячӗсене тасатаççӗ, ирӗке тухаççӗ. Çакнашкал «шарашкăсен» никӗсӗнче Туполевăн çӗршыври чи пысăк конструктор бюровӗ йӗркеленет. Каярах Сергей Королевăн çунатлă ракетисем уçлăха хăпарма пуçлаççӗ. Тӗлӗнмелле те, анчах та Иосиф Сталин вăрçă вăхăтӗнче Петр Дементьева пӗр асăрхаттару та туман. «Ӗçлекен çынна ан кансӗрлӗр», - тесе кăна тăнă тет.

Анчах вăрçă вăхăтӗнчи пӗр хăрушă саманта историксем кӗнекесене кӗртсе хăварнă. Курск пӗкки патӗнчи пысăк çапăçăва хатӗрленнӗ вăхăтра вăйлă çумăрсем çуса иртеççӗ. Пирӗн самолетсен фанерăран тунă çунаттисем исленсе, клейӗ хăпса юрăхсăра тухаççӗ. Ку ытларах 1943 çулта хӗлле кăларнă Як истребительсене пырса тивет. 358 машинăра çакнашкал дефект. Ӗçӗ нумай та мар пек, анчах самолетсем вӗçеймеççӗ. Мӗн тумалла? Дементьев яваплăха хăй çине илет те пӗр эрне хушшинче ыйтăва татса пама шантарать. Ун хушăвӗпе кӗске хушăра авиазаводсенчен малярсен бригадисене пуçтараççӗ, вӗсем Курск пӗккинчи çапăçăва хатӗрленекен самолетсен обшивкисене юсама, сăрлама тытăнаççӗ. Специалистсем çапăçу тытăннă çӗре ӗçе ытларах пайне туса пӗтереççӗ. Сывлăшри тытăçусем пуçлансан та ӗçе пăрахмаççӗ рабочисем. Çапла çынсен хастарлăхӗпе çапăçури пирӗн çӗнтерӳ Дементьева растрелтан хăтарса хăвараççӗ.

Çӗнӗ Упири ентешне халалланă авиаци музейӗнче курмалли хальлӗхе нумаях мар-ха. Çапах та ТР Наци музейӗн ӗçченӗсем йӗркеленӗ экспозицисенче çак çыннăн пысăк ӗç çулӗ палăрать. Пӗр кӗтесре унăн орден-медалӗсен копийӗсене тăратнă. Шутлама кăна вӗт, 9 Ленин орденӗ илме тивӗçнӗ Упи чăвашӗ! Çӗнтерӳ маршалӗн Георгий Жуковăн та 6 кăна пулнă вӗсем. Сывлăшри тӗрӗслевсене ăнăçлă иртнӗ кашни çӗнӗ самолетшăн панă пулмалла çак чи пысăк наградăна.

1953 çултан вăл СССР Авиаци промышленноçӗн министрӗ пулса ӗçлеме тытăнать. Çак ӗçре вӗт вăл 24 çула яхăн тăрăшать. Çӗнӗ Упири музейре Петр Дементьевăн Никита Хрущев алă пуснă партбилечӗ упранни кăна мӗне тăрать. Пӗрремӗш чăваш космонавчӗ уçлăха вӗçнӗ çӗре те хутшăнман мар пирӗн легендарлă сăнар. Ун çинчен кино ӳкерме тивӗç.

Çирӗп чунлă, хăюллă, лару-тăрăва хăвăрт ăнланса илекен тата кирлине тӗрӗс палăртма пӗлекен çын пулнă вăл. Мӗн пур типлă самолетсен серилле производствишӗн яваплă пулнăскер, Дементьев ертсе пыракан ведомство пысăк ӗçсене парти лартнă срокран маларах пурнăçлама пултарнă.

Чи йывăр ыйтусене те татса пама ăс-хакăл, пӗлӳ тата хăват çитернӗ ентешӗмӗр. Заводсенче ăна питӗ хисепленӗ. Авиапредприятие килсен чи малтан цехалла рабочисемпе калаçма утнă, унтан бараксене курса çаврăннă, унтан тин директорсемпе канашлу ирттернӗ тет. Шантарнине яланах тунă. Хăйӗн ялӗн ӗçченӗсене те манман, паллах.

Петр Васильевич Дементьев министрта ӗçленӗ чухне пирӗн çӗршывра тӗнчери кашни 4-мӗш самолета туса кăларнă. Вăл ертсе пынипе хальхи самолетсемпе вертолетсен тӗсӗсене производствона янă. 1977 çулта 70 тултарнă министра иккӗмӗш хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн ятне параççӗ. Çав çулах майăн 14-мӗшӗнче унăн чӗри тапма чарăнать.

Генерал-полковникăн аслă ывăлӗ Геннадий авиаципе космонавтика çулӗпе кайса Социализмла Ӗç Геройӗн ятне илме тивӗçет. Вăл орбитăна тухма пултаркан «Спираль» самолета тăвакан конструкторсенчен пӗри. «Миг-27» истребитель-бомбардировщика тăвас ӗçе те хутшăннă.

Кӗçӗн ывăлӗ Петр та ашшӗ çулӗпе каять. Авиаци тата космос техникин паллă конструкторӗ пулса тăрать. «Воздух-воздух» типлă ракетăсене, орбитăри «Буран» корабль элеменчӗсене тунă çӗре хутшăнать. Чернобыльти авари тухсан 4-мӗш энергоблока аэростатсем тата дирижабльсем пулăшнипе реагент сапса хуплас ӗçе йӗркелет.

Майăн 11-мӗшӗнче Çӗпрел çӗрӗ çинче республика ертӳçи Рустам Минниханов хутшăннипе Петр Дементьева халалланă пысăск уяв иртрӗ. Ӗç паттăрне çакнашкал шайра чыслани ăна тинех тивӗçлӗ хак панине пӗлтерчӗ тесе калас килет. Çапла пулмалла та. Министерствосемпе заводсем те пулăшман мар, çапах ытларах район пуçлăхӗ Александр Шадриков ертсе пыракан команда тăрăшнипе тивӗçлӗн пулса иртрӗ-тӗр çакă. Çӗпрелсем хăйсем те çӗкленсе пыраççӗ. Тутарстанри районсене пăхсан, урăх нихăш çӗрте те палăкра çавăн чухлӗ самолет тăннине курман эпӗ. Паттăр ячӗллӗ парк, Çӗнӗ Упири музей çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшасса, çӗнӗ çитӗнӳсем тума чӗнессе шанас килет. Хусанти мотор тăвакан производство пӗрлешӗвӗн ӗçченӗсем П.В.Дементьев 110 çул тултарнă ятпа çӗпрелсене кăтартнă пысăк концерт та нумайлăха çынсен асӗнче юлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: