Сувар

Ромашка – юрату символӗ

(Ирина Павлова). Çӗпрел районӗнчи Упи ял библиотеки Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа «Ромашкăллă телей» праçник йӗркелерӗç. Халапçă-кукамай пухăннисене уявăн историне каласа панă май, унăн символӗпе - ромашкăпа - паллаштарчӗ. Ку чечек авалтанах юратăва пӗлтернӗ иккен. Ачасем те, аслисем те «Уçкă туп», «Ромашка пуçтар», «Çемье çинчен сăвă» тата ăс-тăн, физкультура,...

Реклама

(Ирина Павлова). Çӗпрел районӗнчи Упи ял библиотеки Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа «Ромашкăллă телей» праçник йӗркелерӗç. Халапçă-кукамай пухăннисене уявăн историне каласа панă май, унăн символӗпе - ромашкăпа - паллаштарчӗ. Ку чечек авалтанах юратăва пӗлтернӗ иккен.

Ачасем те, аслисем те «Уçкă туп», «Ромашка пуçтар», «Çемье çинчен сăвă» тата ăс-тăн, физкультура, музыкăпа çыхăннă вăйă-конкурссене хаваспах хутшăнчӗç. Юлашкинчен пилӗк уçкăна та пуçтарса «Çемье» сăмах çырчӗç. Ромашка праçникӗ çемье гимнне пурте пӗрле юрланипе вӗçленчӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: