Сувар

Хамăр пӗтермесен, чӗлхе пӗтмест

(Ирина Кузьмина. В.Петрова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш классикӗн Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчи «… каснă, вăтăрнă пире...» сăмахӗсем нихçанхинчен те актуаллăрах пек халӗ, мӗншӗн тесен глобализаци чăваш чӗлхине майпен-майпен çăтни куçкӗрет. Юрать-ха, шкулсенче чăваш чӗлхи учителӗсем пур, вӗсем чӗлхене упраса хăварас тесе капашсăр пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Çӗпрел районӗнче те...

(Ирина Кузьмина. В.Петрова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш классикӗн Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчи «… каснă, вăтăрнă пире...» сăмахӗсем нихçанхинчен те актуаллăрах пек халӗ, мӗншӗн тесен глобализаци чăваш чӗлхине майпен-майпен çăтни куçкӗрет. Юрать-ха, шкулсенче чăваш чӗлхи учителӗсем пур, вӗсем чӗлхене упраса хăварас тесе капашсăр пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Çӗпрел районӗнче те ку çаплах, хальлӗхе районти ялсенче ачасем тăван чӗлхепех калаçса ӳсеççӗ-ха. Февралӗн 14-мӗшӗнче кунта районти тăван чӗлхепе литература учителӗсен черетлӗ семинарӗ иртрӗ. Хальхинче вӗрентекенсене Упи вăтам шкулӗ йышăнчӗ. Вӗсем ФГОС ӗçе кӗрсе пынă вăхăтра тăван чӗлхепе литература урокӗсенче тата класс тулашӗнчи уроксенче ачасен пултарулăхне аталантарассине сӳтсе явнă.

«Питӗ вăйлă хатӗрленнӗ Упи шкулӗ семинара, тавах шкул директорне Н.А. Гавриловăна. Вăл пире питӗ ăшшăн кӗтсе илсе семинар вӗçленичченех пирӗнпе пӗрле пулчӗ»,- терӗ районти чăваш чӗлхипе литература методисчӗсен пӗрлешӗвне 5-мӗш çул ертсе пыракан Валентина Николаевна Петрова.

Семинарта тăван чӗлхепе литература учителӗсем: Н.А. Шишкина (Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш номерлӗ шкул), Г.Н. Сандиярова (Хурăнвар Шăхаль шкулӗ) хăйсен опычӗпе анлă доклад туса паллаштарчӗç пулсан, Упи шкулӗн тăван чӗлхе вӗрентекенӗ Н. А. Сердцева 7-мӗш классемпе Скворцовăн «Ултăк» калавӗ тăрăх уçă урок ирттерчӗ. Л.П. Сердцевăпа пӗрле хатӗрленӗ «Юратусăр пурнăç çук» класс тулашӗнчи урок та çав тери усăллă пулчӗ. Тăван чӗлхене класс тулашӗнчи уроксенче мӗнле аталантарнине уписем «Çăлкуç» ансамблӗн тӗслӗхӗпе кăтартрӗç.

Асăнса хăварар, 2018 çул чăвашсемшӗн И.Яковлев çулталăкӗ. Аслă патриархăмăр çӗпрелсен историйӗнче те паллă йӗр хăварнă, кунта вăл виçӗ шкул уçнă. Вӗсенчен пӗри - Аслă Аксу шкулӗ. Шăпах кунта апрелӗн 13-мӗшӗнче И. Яковлева халалласа регионсем хушшинчи пысăк мероприяти ирттерме палăртнă. Программа анлă пуласса шантарать: шкул ачисен наукăпа практика конференцийӗ, сăвă, ӳкерчӗксен, И.Яковлевăн хайлавӗсем тăрăх пӗчӗк сценкăсен конкурсӗсем пулаççӗ. Кунсăр пуçне мероприятие районти тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем те хутшăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: