Сувар

Уписем хӗлле те утă çулаççӗ

Çӗпрел районӗнчи уписем иртнӗ канмалли кунсенче кăна-ха утă çулма тухнă. Паллах, кунта Маршак халапӗнчи пек çулталăк вăхăчӗсем тӗлӗнмелле майпа улшăнса ларман - уписем пултарулăх отчетне ирттернӗ. Концера «Илем» ансамбль шăпах «Утă çулни» театрализациленӗ постановкăпа уçнă та. Кӗрепле-сенӗк, çава йăтнă ял артисчӗсем юрласа зала кӗрсен, куракансем чăнах та утă вăхăтне таврăнчӗç...

Çӗпрел районӗнчи уписем иртнӗ канмалли кунсенче кăна-ха утă çулма тухнă. Паллах, кунта Маршак халапӗнчи пек çулталăк вăхăчӗсем тӗлӗнмелле майпа улшăнса ларман - уписем пултарулăх отчетне ирттернӗ. Концера «Илем» ансамбль шăпах «Утă çулни» театрализациленӗ постановкăпа уçнă та. Кӗрепле-сенӗк, çава йăтнă ял артисчӗсем юрласа зала кӗрсен, куракансем чăнах та утă вăхăтне таврăнчӗç тейӗн. Ытла та ӗненмелле хитре пулчӗ ку номер. Уписем тенӗрен, кунта кичем çын çук та пуль, мӗншӗн тесен çакăн чухлӗ ансамбль урăх нихăш ялта та тупаймăн. ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Çăлкуç» ача-пăча ансамблӗ кăна мӗне тăрать. Хальхинче те çăлкуçсем балалайкăпа тата кашăкпа кӗвӗ каланă самантсенче куракансен урисем кӗвӗ çеммипе хăйсемпе хăйсемех куçкаламасăр ниепле те пултараймарӗç-тӗр. Çак ачасен кашни номерӗпе хавхаланнă халăх пӗчӗк артистсене тăвăллăн алă çупса тав турӗ.

Ачасен «Çунатсем çинчен баллада» театрализациленӗ постановки те, «Çамрăк талансем», «Савăнăç» ташă ушкăнӗсен ташшисем те тыткăнларӗç куракансене. Юрăсем пирки каламалли те çук, вӗсем çурхи шыв пек юхрӗç те юхрӗç.

«Нечкебиль» республика конкурсӗн çӗнтерӳçи Наталия Куракина халăха каллех тӗлӗнтерчӗ. Вăл сцена çине тухса хăйӗн сăввисене вуласа пачӗ. Çакăн пек интереслӗ канусем йӗркелесе уписем хӗллехи вăрăм каçсене ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: