Сувар

Уявра Çӗпрел чысне Диана хӳтӗлет

(Ирина Трифонова). Çӗпрел Акатуйӗн илемӗ, паллах, «Акатуй пики» конкурс пулчӗ. Ăна «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина йӗркеленӗ, пулăшаканӗсем ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» активисчӗсем тата Ӗçтăвком пайташӗсем пулчӗç. Конкурса ертсе пыракансене те асăнса хăварас пулать, «Раççей Чăваш пики» Ксения Романовăпа Аслă Аксури вăтам шкул вӗрентекенӗ Сергей...

(Ирина Трифонова). Çӗпрел Акатуйӗн илемӗ, паллах, «Акатуй пики» конкурс пулчӗ. Ăна «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина йӗркеленӗ, пулăшаканӗсем ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» активисчӗсем тата Ӗçтăвком пайташӗсем пулчӗç. Конкурса ертсе пыракансене те асăнса хăварас пулать, «Раççей Чăваш пики» Ксения Романовăпа Аслă Аксури вăтам шкул вӗрентекенӗ Сергей Мутин ăна килӗшӳллӗ йӗркелесе пычӗç. Сăмах май, вӗсем иккӗшӗ те Хулаçырминчен.

Конкурса 8 ял хутлăхӗ хăйсен чи чипер хӗрӗсене илсе килнӗ. Диана Мердюкова - Анат Чакăран, Анастасия Сердцева - Кӗçӗн Упирен, Снежана Годунова - Чăваш Çӗпрелӗнчен; Кристина Бильдякова - Аслă Аксу, Вероника Нищетова - Çӗнӗ Чакă, Мальвина Большакова - Хурăнвар-Шăхаль, Анна Падюкина - Матак, Анастасия Кузьмина - Алешкин Саплăк хӗрӗ.

Реклама

Конкурсанткăсем хăйсен пул­тарулăхне виçӗ номинаципе уçса кăтартрӗç. Жюрие çӗнтерӳçӗсене суйлама çăмăл марччӗ. Пӗр номинацире хăйне ниепле те палăртман пике тепӗр конкурсра палламалла мар улшăнса каять, пурин пирки çавна калама пулать. Хăшӗ ташласа та юрласа, тепри артист пултарулăхӗпе тӗлӗнтерет, виççӗмӗшӗ апат-çимӗç пӗçерме ăста, тăваттăмӗшӗ сăн-пичӗпе çырла пек. Çавăнпа малти вырăнсене палăртма йывăр, жюри хушшинче тавлашусемсӗр те мар ку чухне. Вӗсен йышăнăвӗпе тăватă хӗре палăртрӗç. Куракансен кăмăлне кайнă тата жюрин ятарлă призне илме Кӗçӗн Упи хӗрӗ Анастасия Сердцева тивӗçрӗ. Пултарулăх конкурсӗнче хăйне вăл професилле шайри актриса пек кăтартрӗ. Виççӗмӗш вырăна Вероника Нищетова (Хулаçырми ял хутлăхӗ, Çӗнӗ Чакă) йышăнса «Çӗпрел Сарпики - 2017» ята илчӗ. Иккӗмӗш вырăна, «Çӗпрел Маттур пики - 2017» ята Кристина Бильдякова (Аслă Аксу) тивӗçрӗ. «Çӗпрел Акатуй пики - 2017» титула вара чи пултарулли те маттурри Диана Мердюкова (Анат Чакă) йышăнчӗ. Шăпах вăл ыран Нурлатра иртекен Пӗтӗм Раççей Уявӗнче пикесен конкурсне хутшăнса район чысне хӳтӗлет.

Калас пулать, çакăн йышши мероприятисене ӗлӗкрех те Уявра та, Акатуйра та ирттермен мар. Çапах паянхи шая вăл ку ӗçе Сильвия Чаркина хăй аллине илсен тин çӗкленчӗ. Конкурсанткăсем çулсерен вăйлăрах хатӗрленсе килеççӗ, мӗншӗн тесен Уяв е Акатуй пики пулни чыслă тата хӗрсене харпăр вăя шанма пулăшать. Парне фончӗ те аван ӗçлет. Нумайăшне хамăр вăйпах пултаратпăр. Сăмах май, Çӗпрелӗнчи «Акатуй пикинче» иккӗмӗшпе виççӗмӗш вырăнсене йышăннисене Сильвия Чаркинăпа Вера Юнусова хăйсем парне турӗç. Тӗп парне - тухъя - район пуçлăхӗ Александр Шадриков ятӗнчен пулчӗ. Унсăр пуçне кашни конкурсантка «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн дипломӗсене тата районти ял хутлăхӗсен парнисене - çемçе тетте - илме тивӗçрӗç.

«Акатуй пики» конкурса ирттерме, йӗркелеме пулăшакансем те парнесӗр юлмарӗç. ЧНКА вӗсене пурне те Тав çырăвӗсемпе, асăнмалăх парнесемпе палăртрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: