Сувар

Тăван Çӗршыва суйламаççӗ

Чӗмпӗр кӗпӗрнинче çуралса ӳснӗ паллă çын - Петр Васильевич Дементьев çинчен тӗрлӗ хаçат-журналта, кӗнекесенче халиччен сахал мар çырнă ӗнтӗ. Вăл генерал-полковник-инженер ятне илнӗ, нумай çул СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, ăна икӗ хутчен СССР Социализмла Ӗç Геройӗн ятне панă. Çаплах ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе наградăланă, унсăр пуçне Ленин тата...

Чӗмпӗр кӗпӗрнинче çуралса ӳснӗ паллă çын - Петр Васильевич Дементьев çинчен тӗрлӗ хаçат-журналта, кӗнекесенче халиччен сахал мар çырнă ӗнтӗ. Вăл генерал-полковник-инженер ятне илнӗ, нумай çул СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, ăна икӗ хутчен СССР Социализмла Ӗç Геройӗн ятне панă. Çаплах ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе наградăланă, унсăр пуçне Ленин тата Патшалăх премийӗсене те тивӗçнӗ. Ытти наградăсем те пур унăн: Хӗрлӗ Ялав орденӗ, икӗ Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Суворовăн 2-мӗш пусăмлă тата Кутузовăн 1-мӗш пусăмлă орденӗсем, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ тата нумай медаль.

ЧИРКӲ КӖНЕКИНЧЕН
Паян эпир çак паллă çыннăн йăх-тымарӗ пирки калаçасшăн, ун биографийӗнчи халиччен паллă пулман фактсене пӗлтересшӗн. Вӗсене архив докуменчӗсемпе çирӗплетӗпӗр.
Пур çӗрте те П.В.Дементьев Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче (малтан вăл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗнӗ) çуралнă тесе çыратчӗç. Анчах Ульяновск облаçӗн патшалăх архивӗнче урăхларах документ тупăнчӗ. 1907 çулхи метрика кӗнекинчен çакă паллă.
Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Упи вулăсӗнчи Алешкин-Саплăк ялӗнче чиркӳ прихучӗн шкулӗнче учительте ӗçлесе пурăнакан Василий Степанович Дементьевăн (вăл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Чӗмпӗр уесӗнчи Петровка ялӗнче çуралнă) тата унăн саккунлă арăмӗн Елена Герасимовнан (Упи вулăсӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă) 1907 çулхи январӗн 24-мӗшӗнче (кивӗ стильпе - январӗн 11-мӗшӗнче) пӗрремӗш ачи - Петр кун çути курнă. Ачана Упи ялӗнчи чиркӳре шыва кӗртнӗ. Хреснашшӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен тухнă Федор Герасимов (Елена Герасимовнапа пӗртăван) пулать, ку вăхăтра вăл Хусан кӗпӗрнинчи Козьмодемьянск хулин мещанинӗ пулнă. Хреснамăшне вара Упи хӗрне Анна Степановна Дементьевăна тăваççӗ, вăл Василий Степановичпа пӗртăван. Петра январӗн 28-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) Николай Фиалков священник тата Кузьма Егоров псаломщик шыва кӗртни паллă. (Ульяновск облаçӗнчи патшалăх архивӗ - УОПА, 4-мӗш фонд, 11-мӗш хушма опись, 152-мӗш ӗç. «Упи ялӗн 1901-1908 çулсенчи метрика кӗнеки»).

ВУЛĂС ТӖПӖ
Кăштах Упи ялӗ тата Дементьевсен çемйи çинчен калаçар-ха. Историксем палăртнă тăрăх, Упие 1658 çулта никӗсленӗ. 1843 çулта кунта прихут шкулӗ уçăлнă, 1847 çулта вара çулла кӗлтумалли чиркӳ хăпартса лартнă (1881 çулта иккӗмӗш чиркӳ уçнă, анчах вăл чансăр пулнă, унта хӗлле кӗлтунă). Çак çулах ялта пасар ӗçлеме пуçланă, трактир хута кайнă. Упи ялӗ вулăс центрӗ пулса тăрать, унта удел хресченӗсем пурăннă. Кунта чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăннă, темиçе теçетке çемье мăкшă та пулнă. Упи вулăс центрӗ пулса тăнине кура ку яла Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи ытти уессенчен те халăх пурăнма килме пуçланă. Ытларах пӗчӗк те пӗтсе пыракан ялсенче пурăнакан вырăссем килнӗ.

УПИРЕ ПУРĂННĂ
Степан Игнатьевич Дементьев (министрăн аслашшӗ) çемйи те Чӗмпӗр уесӗнчи Петровка ялӗнчен Упине çапла пырса лекет. Петровка хальхи Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Типӗ тата Йӗпе Пăкăрлă ялӗсен таврашӗнче ларнă. Степан Игнатьевичпа арăмӗн ултă ача пулнă: виçӗ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçӗ хӗр (Анна, Мария, Варвара). Упире вӗсене çӗр уйăрса панă, вӗсем ир тытăнса каçчен унта тар тăкнă.
Çапла майпа Упие 1885-1890 çулсенче 40 ытла çемье куçса килсе тӗпленнӗ, çӗр илнӗ. Каярах килекенсене вара çӗр паман, вӗсем тӗрлӗ ремеслапа аппаланнă: атă çӗленӗ, кăмака купаланă, пичке тавраш ăсталанă...
Дементьевсен ачисенчен чи хастарри Василий (20.03.1885 - 5.03.1953) пулнă, вăл ялан пӗлӳ илме ăнтăлнă. 1903 çулта Хурăнвар-Шăхалӗнчи чиркӳн прихут шкулӗнчен икӗ класс пӗтерсе тухать. Çак çулах 18 çулхи çамрăка Алешкин-Саплăк ялне тин çеç уçăлнă шкула вӗрентме яраççӗ. Ку шкулта Василий Степанович 17 çул вӗрентет, çак хушăра вӗсен çемйи Алешкин-Саплăк­рах пурăнать. Малтан (1903-1905 çулсенче) Дементьевсем Андрей Бабайкин хресчен патне хваттере кӗреççӗ. 1905 çулта вара шкул çуртне туса пӗтереççӗ, унта учитель валли те хваттер пулать. Дементьевсем çав хваттере 1905 çулта куçаççӗ, унта 1920 çулччен пурăнаççӗ.
Василий Степанович 1914-1915 çулсенче патша çарӗн ретне тăрса Пӗрремӗш тӗнче вăрçине хутшăнать. Унтан каллех Алешкин-Саплăка таврăнать.
Василий Степановичăн арăмӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи хресчен хӗрӗ - Елена Герасимовна Герасимова пулнă терӗмӗр. Çапла вара Василий Степановичпа Елена Герасимовнан ачисем пурте Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралаççӗ: Петр (1907), Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917).
Дементьевсенчен пӗри те Упире çуралман: Степан Игнатьевич тата унăн ывăлӗ Василий Степанович Петровка ялӗнче кун çути курнă, Петр Васильевич тата унăн пӗртăванӗсем Алешкин-Сап­лăкра тӗнчене килнӗ.
Ача чухне Петр çулӗ çитмен пулсан та хăйсен хваттер хуçин ывăлӗпе - Митрофан Бабайкинпа (1905 çулхи) шкула кайкаланă, унпа пӗрле парта хушшинче ларса учитель каласа панине итленӗ.
Çулӗ çитсен вара Петӗре Упи шкулне вӗренме янă, ку ялта ун аслашшӗпе асламăшӗ пурăннă. Пулас министрăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Александра Афанасьевна пулнă.

ÇӲЛТЕН ÇӲЛЕ
1922 çулта Упире 1-мӗш пусăмлă шкул пӗтерсен Петр Чӗмпӗрти Карл Либкхнет ячӗллӗ профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ (халӗ Сӗве хӗрринчи ку çуртра автомеханика техникумӗ выр­наçнă). Ун адресӗ - Сӗве хӗрри урамӗ (Набережная Свияги), 1/52-мӗш çурт. Вăл паян та хула илемӗ, хăйнеевӗрлӗхӗпе палăрса тăрать.
1927 çулта Петр Васильевич Чӗмпӗртен тухса каять, Мускаври М.Ломоносов ячӗллӗ механика институчӗн студенчӗ пулса тăрать. Тата икӗ çултан ăна Н.Е.Жуковский ячӗллӗ сывлăш çарӗн инженери академине куçараççӗ. Ăна вăл 1931 çулта ăнăçлă пӗтерет, ун хыççăн пирӗн ентеше граждан сывлăш флочӗн наукăпа тӗпчӗв институтне ӗçлеме яраççӗ. 1934 çултанпа вăл Хусанти авиаци тата Мускаври самолет тăвакан заводсенче директор пулать. 1941 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленность наркомӗн пӗрремӗш çумӗ туса хураççӗ. Çак çулах ăна пӗрремӗш хут СССР Социализмла Ӗç Геройӗн ятне параççӗ. 1946 çултанпа вăл - министр çумӗ. 1953 çултан тытăнса мӗн виличчен вара СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ вырăнне йышăннă. 1957-1965 çулсенче Авиаци техникин патшалăх комитетне ертсе пырать. 1938 çултанпа - КПСС членӗ. 1954 çултанпа ăна кашни пухура СССР Верховнăй Совечӗн депутатне суйлаççӗ. КПСС 19-мӗш съездӗнче вара ЦК КПСС членӗн кандидачӗ пулса тăрать. 20, 22, 23, 24, 25-мӗш съездсенче Петр Васильевича ЦК КПСС членне суйлаççӗ.

МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМ
Паян Упи те, Алешкин-Саплăк та, Çӗнӗ Йӗлмел те Тутарстанри Çӗпрел районне кӗреççӗ. Маларах вара пурте Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗнӗ.
Çӗпрел районӗнчен паллă çын сахал мар тухнă. Сăмахран, 1941-1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн пилӗк çынна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панă, икӗ çын - Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ. Мирлӗ вăхăтра Афганистанри талибсен аллине тыткăна лекнӗ хыççăн хăйсен самолетне Раççее хăвса кайма пултарнăшăн Г.Т.Хайруллин Раççей Паттăрӗн ятне илме тивӗçлӗ пулчӗ. Ку районта 60 ытла наука докторӗ тата 90 ытла наука кандидачӗ çуралса ӳснӗ. Тӗрлӗ хисеплӗ ят илнисем те нумай. П.В.Дементьев ячӗ вӗсен хушшинче çăлтăр пек çутатса тăрать, уйрăм вырăн йышăнать.

АРХИВРИ ШЫРАВ
Çӗпрел районӗн хальхи пуçлăхӗ А.В.Шадриков (хăй те Алешкин-Саплăкра çуралса ӳснӗскер) Ульяновск облаçӗнчи патшалăх архивне П.В.Дементьевăн Чӗмпӗрти училищӗре вӗреннӗ тапхăрне пӗлес тӗллевпе çыру çырать. Ун ячӗпе 2016 çулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче патшалăх архивӗ справка (номерӗ - 04-14 /259) ярса панă.
Ку справка тăрăх çапла тухать: П.В.Дементьев Чӗмпӗрти Карл Либкнехт ячӗллӗ индустри профессипе техника шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Акă 1924 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ вӗренекенсен списокне пăхатпăр. «Список воспитанников Ульяновского профучилища мастеров-техников по состоянию на 15 декабря 1924 года» тенӗ унта. Списокра 126-мӗш номерпе «Дементьев Петр Васильевич» тесе çырнă. Анкетăра ун пирки 1907 çулхи, 1-мӗш пусăмлă шкул пӗтернӗ, РЛКСМ членӗ, хресчен йăхӗнчен тухнă тенӗ. Ăçта пурăннине «интернатик» тесе палăртнă. 2-мӗш «Б» ушкăнра пурӗ 262 ача вӗренни паллă.
1927 çулхи январӗн 24-мӗшӗнче çыр­­нă списокра Петр Васильевич Дементьев 79-мӗш номерпе тăрать. Унта «национальность» графара «не указан» тенӗ, ашшӗ-амăшне учитель тесе палăртнă.
1927 çулхи сентябрӗн 23-мӗшӗнчи до­кументран çакă паллă: кунта ултă ача стипенди илсе тăнă, вӗсем хушшинче Дементьев хушамачӗ те пур. Çакна тепӗр документ та çирӗплетет, акă вăл:
Удостоверение
Дана настоящая тов. Дементьеву Петру Васильевичу в том, что он действительно за время своего обучения с 1922 г. по 1927 год в Ульяновской Проф-школе имени Карла Либкнехта был все время на Гос-стипендии, как сильно нуждающийся в материальной поддержке и жил в общежитии школы, что и удостоверяется.
Зав. школой
Делопроизводитель.
Ку документа 1927 çулхи августăн 27-мӗшӗнче çырнă. (УОПА, Р-512 фонд, 2-мӗш опись, 4-мӗш ӗç, 322-мӗш лист.)
Тепӗр справка.
Настоящая справка дана Дементьеву Петру Вас. в том, что он действительно в 1926-27 уч. году окончил Ульяновскую Индустриально-проф-техническую школу по механическому отделению и после представления отчета трех месячной практике получает звание техника механика в проработке учебного материала. Дементьев был активным.
Школа по общеобразовательным пред­­метам дает знания наравне со школой 2- ступени.
Выдана настоящая для представления в ВЗ.
ВРИД зав. школой
Делопроизводитель.
(УОПА, Р-512 фонд, 2-мӗш опись, 4-мӗш ӗç, 123-мӗш лист.)

ЧӖМПӖРТИ ЗАВОД
Паян Ульяновскра самолетсем тăвакан пысăк завод пур - «Авиастар-СП». Ун çумӗнче 100 пин çын пурăнакан микрорайон ӳссе ларчӗ, эпир ăна Çӗнӗ хула тетпӗр. Анчах нумайăшӗ халӗ те пӗлмест: çак завода тума тытăнма пирӗн ентеш, ун чухнехи авиаци промышленноçӗн министрӗ П.В.Дементьев алă пусса çирӗплетнӗ. СССР Министрсен Канашӗн Распоряженийӗ тăрăх 1975 çулта Дементьев министр «Ульяновскра авиаци промышленноçӗн комплексне тăвасси çинчен» ятлă приказа алă пусать. Пирӗн шутпа, çак завода Ульяновскра туса лартас ӗçре Петр Васильевич сăмахӗ витӗмлӗ пулнă пулмалла. Вăл хăй пилӗк çул вӗренсе пӗлӳ илнӗ, çитӗнсе çын пулнă хулана çапла майпа тав тăвасшăн пулнă пек туйăнать.
Дементьев Хусанти авиазавод директорӗ пулнă вăхăтра та пӗчӗк тăван çӗршывӗ пирки манман, çавăнпа Çӗпрел районӗнче завод филиалӗ туса лартма шухăшлать. Тăван районне геологсене ярать. Анчах лешсем вырăна килсе тӗпченӗ хыççăн унта пысăк юханшыв çуккине, пӗр-пӗр производство хута яма май килменнине палăртаççӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче совет авиаци техникине аталантарнă, çӗнетнӗ çӗрте Петр Васильевичăн тӳпи питӗ пысăк. Вăрçăн юлашки виçӗ çулӗнче пирӗн çӗршывра кашнинче 40 пин самолет туса кăларнă. Вӗсем нимӗçсен авиацине фронтра тивӗçлипе хирӗç тăнă. Германи вăрçăн юлашки виçӗ çулӗнче 80 пин самолет туса кăларнă, вӗсенчен 75 пинне пирӗн авиа­ци фронтра аркатнă, çапса антарнă. Вăрçă хыççăн Дементьев вертолетсем тăвассине, сасăран хăвăртрах вӗçекен реактивлă самолетсене хута ярассине пысăк тимлӗх уйăрнă. Шăпах Дементьев пысăк тăрăшулăх хунипе 1960-1970 çулсенче авиаци промышленноçӗ пирӗн çӗршыв­ра малтисен ретне тăрать.

КОСМОСА - ЧĂВАША
1950-мӗш çулсен вӗçӗнче пирӗн çӗршывра космонавтсен отрядне пуçтарма пуçласан унта Андриян Николаев чăваша кӗртни те ăнсăртран мар ӗнтӗ, кунта авиаци министрӗн сăмахӗ сулмак­лă пулни курăнать. Хăй хăш халăхран тухнине манса кайман вăл, чăвашсене пулăшма тăрăшнă. Апла пулсан чăваш тӗнче уçлăхне вӗçсе хăпарнинче те Петр Васильевичăн тӳпи пур.
Пӗрле ӗçлесе курнисем кӗнекесенче çакна палăртаççӗ: П.В.Дементьев питӗ çирӗп кăмăллă çын пулнă, хăй шухăшне хуть кама та калама пултарнă. Ун сăмахне хирӗçлекенсем вара сахалăн пулнă, мӗншӗн тесен вӗсем пӗлнӗ: вăл хăй шухăшланине тăватех. Ӗçтешӗсем ун пирки хăйсем хушшинче ахальтен мар «Петр Великий» ят кăларнă.

УН ЯЧӖПЕ
Каларăмăр ӗнтӗ, Петр Васильевичăн ашшӗ Василий Степанович Алешкин-Саплăк ялӗнче пӗрремӗш учитель пулнă. Çавăнпа 1970-мӗш çулсенче çынсем ку ялти шкула В.С.Дементьев ятне парас тесе ӗç пуçарнă, документсем хатӗрлесе районти влаçсене леçсе панă. Митрофан Бабайкин Мускава кайсан хăйӗн ачалăхри юлташӗ Петр Васильевич Дементьев патне кӗрсе ăна çак ырă хыпара пӗлтерет. Министр ку шухăшпа килӗшет. «Шкула атте ятне парсан патшалăх шучӗпе çӗнӗ çурт тутарма пулăшатăп»,- тет вăл. Анчах районти пуçлăхсем ку пуçаруран шикленсе ӳкеççӗ, ун пек тусан района пысăк çынсем, министрсем килме тытăнаççӗ теççӗ. Вӗсене вара тивӗçлӗ кӗтсе илмелле, пăхмалла, ăсатса ямалла... Вӗсем ку япаларан хăраса ӳкеççӗ, çавăнпа документсене пăрахăçлаççӗ.
Петр Васильевичăн амăшӗ ракпа чирлесе ӳксен вăл ăна сыватма тесе Мускава илсе каять. Анчах чир шала кайнипетухтăрсем нимӗн те тăваймаççӗ. Вара ывăлӗ амăшне ятарлă самолетпа килне леçме ярать. Сывлăшра Елена Герасимовна йывăр аптраса ӳкет, çавăнпа самолет Чулхулана васкавлăн анса ларать. Ку хулара Елена Герасимовнан хӗрӗ пурăннă. Амăшӗ çакăнтах вилет, ăна Чулхулара пытараççӗ.
Петр Васильевич Дементьевăн чӗри вара йывăр чире пула 1977 çулхи майăн 14-мӗшӗнче тапма чарăнать. Ăна Мускаври Новодевичье масарне пытарнă.
1977 çулта хăй вилсен ун ятне Мускаври авиаци производствин пӗрлешӗвне (малтанхи «Знамя труда» завод) параççӗ. Хусанта тата Кивӗ Çӗпрелӗнче ăна асăнса бронзăран бюст туса лартнă. Хусанта тата Шупашкарта Дементьев урамӗсем пур.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: