Сувар

Йӗлтӗр йӗрӗ хатӗр

Çӗпрел районӗнчи Паснапуç вăрман хуçалăхӗн территорийӗнче çӗнӗ йӗлтӗр бази уçăлать. Иртнӗ çул çакăнта çутăсемпе тивӗçтернӗ йӗлтӗр йӗрӗ уçăлнă, кăçал 3 пӳлӗмрен тăракан базăна хута яма хатӗрленеççӗ. Кун пирки пире районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн директорӗ Николай Иванович Хрисанов пӗлтерчӗ. «Çӗнӗ база пирки эпир тахçанах ӗмӗтленсе тăнă. Кăçал ăшă энергине перекетлени...

Çӗпрел районӗнчи Паснапуç вăрман хуçалăхӗн территорийӗнче çӗнӗ йӗлтӗр бази уçăлать. Иртнӗ çул çакăнта çутăсемпе тивӗçтернӗ йӗлтӗр йӗрӗ уçăлнă, кăçал 3 пӳлӗмрен тăракан базăна хута яма хатӗрленеççӗ. Кун пирки пире районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн директорӗ Николай Иванович Хрисанов пӗлтерчӗ. «Çӗнӗ база пирки эпир тахçанах ӗмӗтленсе тăнă. Кăçал ăшă энергине перекетлени район бюджетӗнчен укçа уйăрма май пачӗ. Ăшăшăн уйăрнă 1,345 миллион тенкӗрен 400 пин тенки перекетленнӗ. Ку йӗлтӗр базине туса хума май пачӗ. 2 километрлă йӗлтӗр йӗрне эпир пӗтӗмпех çутăпа тивӗçтертӗмӗр», - терӗ спорт шкулӗн директорӗ.

Николай Хрисанов сăма­хӗ­семпе, базăна куллен ӗçлеттерсен лайăх пулмалла, кун пирки вӗсем çак кунсенче район пуçлăхӗпе Александр Шадриков­па та калаçнă. Прокат валли 50 мăшăр йӗлтӗр тата кирлӗ хатӗрсем илсе килме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Паллах, ку ӗçе хута ярас тесен ӗçлекенсен штачӗ сахалтан та 3 çынран кая пулмалла мар. Администраторӗ те, инструкторӗ те, буфетра ӗçлекен те кирлӗ пулать. Сăмах май, виçӗ пӳлӗмрен пӗринче буфет тăваççӗ, çапла вара кунта спортсменсен чей ӗçсе ăшăнма, канма та май пулӗ. Çемье канăвӗшӗн те ку меллӗ. Ашшӗ-амăшӗсем йӗлтӗр базине канмалли кунсенче хăйсен ачисемпе килессе иккӗленмелли çук. Ялта сывă пурнăç йӗркине аталантармашкăн ку çав тери лайăх. Çӗпрелӗнче йӗлтӗр спортне кăмăллакансем нумай, паллă спортсменсем хушшинче ку тăрăхран тухнисем те сахал мар. Николай Хрисанов шучӗпе, база çынсăр тăмӗ, Паснапуç, Кивӗ тата Çӗнӗ Йӗлмел, Чăваш Çӗпрел ялӗсенче йӗлтӗр спортне юратакансем нумай, инçерех ялсенчен те килме пултараççӗ.
Паллах ӗнтӗ, йӗлтӗр бази уçăлни чи малтан шкулсен хушшинчи ăмăртусене ирттермешкӗн меллӗ. Йӗлтӗр йӗрӗ хатӗр те, ăна «Буранпа» декабрӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Йӗлтӗр базине декабрӗн 25-мӗшӗнче уçма хатӗрленеççӗ, çак кун кунта пӗрремӗш ăмăртусем иртӗç.
Спонсорсем пирки те асăнса хăвармаллах. Николай Хрисанов сăмахӗсемпе, ку ӗçре «Ак Барс - Дрожжаное» агрофирма пулăшу панă, базăна вăл стройматериалпа пулăшнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: