Александр Шадрикова Президент Тав çырăвне пачӗç

Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне парса саламларӗ. Çӗпрел районӗ юлашки вăхăтра тунă нумай ӗçе Шадриковпа...
Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне парса саламларӗ.
Çӗпрел районӗ юлашки вăхăтра тунă нумай ӗçе Шадриковпа çыхăнтарма пултарать. Ялсенче çӗнӗ шкул çурчӗсемпе ФАП-сем, урамсене çул сарни тата ытти те. Район центрӗнче çар техникин паркӗ, амфитетар, çӳллӗ чиркӳпе пысăк мечӗт ӳссе ларни те çак çын ячӗпе историе кӗрсе юлӗç. Сахал мар турӗ вăл районшăн. Çакна унăн оппоненчӗсем те йышăнаççӗ.
Александр Шадриков 2002 çулта районти БТИ уйрăмӗнче ӗçленӗ чухне ăна Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне суйланине нумайăшӗ пӗлеççӗ. Çак должноç унăн политика карьери çине те витӗм кӳчӗ пулмалла. 2006-11 çулсенче район пуçлăхӗн çумӗнче ӗçлерӗ вăл, унтан пӗр вăхăт Чӗмпӗрти районсенчен пӗрне ертсе пычӗ. 2013 çулта тăван районне пуçлăх пулса таврăнчӗ.
Александр Шадриков Çӗпрел районӗнче чăваш Акатуйне ирттерессине йăлана кӗртсе ячӗ. Çак эстафетăна çӗпрелсем малашне те тытса пырасса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 августа 2022 - 14:55Жаркие фестивальные дни волонтеров АО «Транснефть – Прикамье» В жаркие минувшие выходные волонтеры АО «Транснефть – Прикамье» поддержали значимые культурные мероприятия в Пермском крае и Республике Татарстан.8700
-
9 августа 2022 - 14:34«Сувар» хаçатăн тӗп парни хальхинче аксусене лекрӗ Паян «Сувар» хаçата 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр.10200
-
9 августа 2022 - 12:06Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ Вырма вăхăчӗ çитнӗ. Аграрисем хӗрсе кайса хирсенче ӗçлеççӗ. Типӗ çанталăкăн кашни минучӗ хаклă. Ӳстерсе çитӗнтернине йăлтах вăхăтлă пуçтарса пӗтерес килет. Пăва районӗнчи «Заря» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн «Гигант» уйрăмӗнче кӗрхи тулла вырма тытăннă. Комбайсем хирте тинӗсри карапсем пекех, мăнаçлăн ишеççӗ. Бункерӗсене те хăвăрт тултараççӗ. «Универсиада» сортăн улăмӗ нумайрах, вăтам тухăç – гектартан 40 центнера яхăн. Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ.12100
-
9 августа 2022 - 11:32Лейла Фазлеева Тутарстанри лагерьсенче канакан ЛНР тата ДНР ачисемпе тӗлпулнă Çак тӗллевпе ТР Вице-премьерӗ Лейла Фазлеева тата ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Ринат Садыков Çӳльту районӗнчи «Чайка» тата «Байтик», Ешӗлвар районӗнчи «Мирас –Наследие» ача-пăча лагерӗсене çитсе курнă.10200
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!9500
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!36700
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.65400
-
6 августа 2022 - 14:38Матак каччин Дмитрий Шингаревăн ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ, вăл халӗ – лейтенант. Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, танк училищинчен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă. Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:55902
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.44400
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?39100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика