Сувар

Çӗнӗ Упире Мухтав аллейи уçăлчӗ

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ ятпа Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем темиçе мероприяти планланă. Вӗсенчен пӗри майăн 2-мӗшӗнче пурнăçа кӗчӗ: Çӗнӗ Упи çыннисем - Владимир Ярухинпа Петр Ухваркин хăйсен шутӗнчен «Вилӗмсӗр полк» хатӗрленӗ, урăхла каласан, Аслă вăрçа хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене пуçтарса Мухтав Аллейине уçнă. Унта 1941-1945 çулсенче...

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ ятпа Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем темиçе мероприяти планланă. Вӗсенчен пӗри майăн 2-мӗшӗнче пурнăçа кӗчӗ: Çӗнӗ Упи çыннисем - Владимир Ярухинпа Петр Ухваркин хăйсен шутӗнчен «Вилӗмсӗр полк» хатӗрленӗ, урăхла каласан, Аслă вăрçа хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене пуçтарса Мухтав Аллейине уçнă. Унта 1941-1945 çулсенче Совет правительствин çар орденӗсемпе наградăланнисене кӗртнӗ, пӗтӗмпе 80 сăнӳкерчӗк пуçтарăннă. Каярахпа Аллейăна медальсем илнисене те кӗртме шутлаççӗ. (В. Ярухин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: