Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ăмăртăва 200 ытла çын хутшăнчӗ

(Василиса Чернова).Упире Егор Пантелеймонович Ярухин ячӗпе йӗлтӗрпе чупассипе ăмăрту иртрӗ. Çак мероприяти унăн ачисем тăрăшнипе виççӗмӗш хут пулчӗ. Йӗлтӗр чупăвне Чăваш Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаçӗнчи спорта юратакан 200 ытла çын хутшăнчӗ. Упи, Çӗнӗ Упи, Хурăнвар, Алешкин Саплăк, Виçпӳрт Шăмăршă шкулӗсенче вӗренекенсем тата аслă çулхи çынсем ăмăртрӗç. Ăмăртăва темиçе çул ӳсӗмӗпе...

(Василиса Чернова).Упире Егор Пантелеймонович Ярухин ячӗпе йӗлтӗрпе чупассипе ăмăрту иртрӗ. Çак мероприяти унăн ачисем тăрăшнипе виççӗмӗш хут пулчӗ. Йӗлтӗр чупăвне Чăваш Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаçӗнчи спорта юратакан 200 ытла çын хутшăнчӗ. Упи, Çӗнӗ Упи, Хурăнвар, Алешкин Саплăк, Виçпӳрт Шăмăршă шкулӗсенче вӗренекенсем тата аслă çулхи çынсем ăмăртрӗç.

Ăмăртăва темиçе çул ӳсӗмӗпе пайласа ирттерчӗç. Кашни тапхăрта 15-20 çын ăмăртрӗ. Вӗренекенсем мӗнпур вăйне парса хăйсен шкул чысне хӳтӗлерӗç. Çитӗннисем хушшинче те ăмăрту хӗрӳ пычӗ. Çулланнисен хушшинчи ăмăртăва 70 çула çитнисем те хутшăннине палăртмалла.

Пухăннисене спорт уявӗпе Упири Культура керменӗнче саламларӗç. Çӗнтерӳçӗсене те çакăнтах чысларӗç. Пӗрремӗш, иккӗмӗш, виççӗмӗш вырăна тухнисене Е.П.Ярухин портречӗпе кăларнă медаль, грамота тата кубок парса чысларӗç. Егор Пантелеймоновичăн чупăва йӗркеленӗ ачисем кăçал 24 кубок вылянтарнă. Н.П.Мулендеев ятарласа хăй парнине илсе килнӗ. Вăл ăмăртура çӗнтернӗ хӗрсене пыл парса савăнтарчӗ.

Ăмăртăва хутшăннисем, уйăрмах çӗнтерӳçӗсем, мероприятипе питӗ кăмăллă юлчӗç. Кашни çынна вӗри апатпа, çуллă икерчӗпе, чейпе сăйларӗç.

Эпир Ярухинсен çемйине ашшӗ ячӗпе çапла спорт ăмăртăвӗ ирттернӗшӗн, çынсене хавхалантарнăшăн, пӗр çынна та тимлӗхсӗр хăварманшăн ял çыннисен ятӗнчен тав сăмахӗсем калатпăр. Яла аталантарассишӗн малашне те çапла ӗçлеме пурне те Турă сывлăх патăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев