Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Бадминтон хоккей мар, çапах та...

( Ирина Кузьмина). Бадминтон хальччен халăхра пит анлă сарăлнă спорт тӗсех марччӗ, анчах та юлашки çулсенче вăл питӗ хăвăрт аталанни сӗсӗнет, уйрăмах шкул ачисен хушшинче. Сăлтавӗ кунта Раççей бадминтон федерацийӗ нумай пулмасть Шкул спорчӗн пӗтӗм Раççейри федерацийӗпе çӗршывра çамрăксен тата шкул спортне пӗрле аталантарасси çинчен килӗшӳ тунинче иккен. Унпа килӗшӳллӗн,...

( Ирина Кузьмина). Бадминтон хальччен халăхра пит анлă сарăлнă спорт тӗсех марччӗ, анчах та юлашки çулсенче вăл питӗ хăвăрт аталанни сӗсӗнет, уйрăмах шкул ачисен хушшинче. Сăлтавӗ кунта Раççей бадминтон федерацийӗ нумай пулмасть Шкул спорчӗн пӗтӗм Раççейри федерацийӗпе çӗршывра çамрăксен тата шкул спортне пӗрле аталантарасси çинчен килӗшӳ тунинче иккен. Унпа килӗшӳллӗн, çак икӗ организаци шкулсенче спорта пӗрле аталантарнисӗр пуçне шкул ачисен хушшинче спорт ăмăртăвӗсем ирттерсе çул çитмен ачасене профессиллӗ спорта явăçтарасси те. Паллах, пӗрлехи ӗç çак спортра та пысăк çитӗнӳсем тума пулăшатех.

Тутарстанри шкулсемшӗн те халӗ бадминтон юратнă спорт тӗсӗ, ачасем секцисене хаваспах çӳреççӗ, пысăках мар пулсан та, çитӗнӳсем те пур. Çӗпрел районӗнче те ку çаплах. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче те акă ачасен çак спорт тӗсӗнче хăйсене тӗрӗслеме май пур, кунта шкул ачисен хушшинче район администрацийӗн пуçлăхӗн кубокӗшӗн бадминтон ăмăртăвӗ иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев