Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел районӗ паттăрне чысларӗ

Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç. Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин, район ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ А.Залялов, районти ветерансен...

Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç.
Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин, район ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ А.Залялов, районти ветерансен канашӗн председателӗ Р.Закиров, предприятисемпе организацисен представителӗсем, техникум студенчӗсемпе шкул ачисем хутшăнчӗç.
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин хăйӗн саламлă сăмахӗнче çынсен патриотизм туйăмӗ нихăçан та иксӗлменнине, паттăрсем çинчен пирӗн манмалла маррине палăртса каларӗ.
Петр Васильевич Дементьевăн юбилейне кăçал çулла тăван ялӗнче анлăн паллă тума хатӗрленеççӗ. Уява тӗп хуларан сумлă хăнасем йышлăн килесси те паллă, çавăнпа район мероприятие халех хатӗрленме пуçланă.
Петр Васильевич çуралнă кунне халалласа январӗн 24-мӗшӗнче Упи ял хутлăхӗнче йӗлтӗр ăмăртăвӗ те иртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев