Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел сборнăйӗ кăçал виççӗмӗш

(Ирина Трифонова. С.Мутин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем). Çамрăк çынсем амбицилле шухăш-кăмăллă пулнинчен пурне те пайта пур: хăйне çитӗнӳсем туса ӗçре çирӗпленме, организацие е предприятие, пысăк уйрăмлăх çук, рейтинг ӳстерме пулăшать. Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн тӗп тренерӗнче Сергей Мутин, ав, çур çул кăна ӗçлет пулин те - 2017 çулхи...

(Ирина Трифонова. С.Мутин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем). Çамрăк çынсем амбицилле шухăш-кăмăллă пулнинчен пурне те пайта пур: хăйне çитӗнӳсем туса ӗçре çирӗпленме, организацие е предприятие, пысăк уйрăмлăх çук, рейтинг ӳстерме пулăшать. Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн тӗп тренерӗнче Сергей Мутин, ав, çур çул кăна ӗçлет пулин те - 2017 çулхи сентябрь уйăхӗнчен пуçласа - улшăнусем самай.

Вăл тӗп тренерта ӗçлеме тытăннăранпа районти хоккей пурнăçне çӗнӗ сывлăш сăрхăнса кӗчӗ темелле. Хăй вăл Хулаçырминче çуралса ӳснӗ, çакăнтах вăтам шкул пӗтернӗ, унтан Хусан патшалăх университечӗн Территорилле аталанупа патшалăх управленийӗн институтӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Ӗç карьерине çамрăк çын тăван районта пуçлама йышăннă. Ку лайăх та, ютран килни вăл пит тăрăшсах та каймасть, тăван килшӗн вара çын тем тума та хатӗр.

Сергей Мутин ачаран хоккей выляса ӳснӗ, Хулаçырминче ӗлӗкрен каток пулнипе ун валли майӗ пулнă. Тӗрӗссипе, Хулаçырми ачисем уроксем вӗçленсен тӳрех каток çине чупаççӗ, çӗрӗпе прожекторсем çутипе выляççӗ вара. Ку ял команди районӗпе те чи вăйлисен шутне кӗрет. Александр Бушуев ертсе пынипе вӗсем пӗрре мар чемпион ятне илнӗ. Хăй ӗмӗрӗнче вăл пултаруллă хоккеистсене нумай çитӗнтернӗ, çав шутра Сергей Мутина та.

Паллах, районта çакна тӳрех асăрханă, тӗп тренер вырăнне шанса панă. Паян вăл Кивӗ Çӗпрелпе Çӗпрел сборнăйӗсемшӗн явап тытать.

- Ӗçлеме пуçлани нумай мар, пит мухтанмалли çук, - терӗ сăпайлăн Сергей Юрьевич хăй патне шăнкăравласан. - Çапах çитӗнӳсем те пур. Çӗпрел районӗн сборнăйӗ хай пирки çӗнӗрен аса илтерме пуçларӗ. Районти ял сборнăйӗсен хушшинче Кивӗ Çӗпрел команди тахçантанпа пӗрремӗш вырăн йышăнманччӗ. Кăçал пултартăмăр. Зонăри тапхăрта та виççӗмӗш вырăна тухни пирӗншӗн аван кăтарту, - терӗ сборнăйăн тӗп тренерӗ.

Сергей Мутин пӗлтернӗ тăрăх, зонăри тапхăрта Çӗпрел, Апас, Пăва, Камское-Устье, Кайпăç, Теччӗ районӗсен командисем ăмăртнă. Ултă район хушшинче 3-мӗш вырăн йышăнни, чăн та, тивӗçлӗ. Çӗпрелсем 2017-2018 сезонра пӗтӗмпе 4 пысăк ăмăртăва хутшăннă. Унсăр пуçне пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташӗсене, çамрăк хоккеистсене - Хайбуллинпа Богдан Ахметханова халалласа вăйăсем ирттернӗ. Ăмăртусенчен 3-шӗнче пӗрремӗш вырăна, пӗр хутчен 2-мӗш вырăна тухнă. Каласа хăвармалла, Çӗпрел сборнăйне 5 ял хоккеисчӗсем кӗреççӗ. Командăра пурӗ 15 спортсмен, 8-9-мӗш класс вӗренекенӗсем. Тренер сăмахӗсемпе, чи пултаруллисем Даниф Шарафутдиновпа (Кивӗ Çӗпрел) Петр Храмов (Хулаçырми) тапăнакансем. Вӗсем чи нумай гол кӗртекенсем те.

- Кивӗ Çӗпрел команди юлашки виçӗ çулта пӗрре те çӗнтерейменнине шута илсен, кăçалхи сезона эпир лайăх кăтартусемпе хупрăмăр, район чемпионӗсем пултăмăр. Тренировкăсем вӗçленсе пыраççӗ. Атьсене формăра пулччăр тесен спортзала, бассейна çӳретме майсем пур, тӳлевсӗр. Эрнере пӗр хутчен Пăвари Пăр керменне кайса килетпӗр, паллах, унта тренировка ирттересси тӳлевлӗ, тăкаксене районти спорт шкулӗ хăй çине илет. Амбицилле плансем те хамăр ума лартатпăр, Çӗпрел сборнăйӗ республикипех кӗрлетӗр тетпӗр. Уйрăмах çумра шанчăклă çынсем пур чух. Кунта спорт шкулӗн иккӗмӗш тренерне Ринат Салахова, Хулаçырми сборнăйӗн тренерне Александр Бушуева тав тăвас килет. Александр Николаевич хоккея чунӗпе парăннă çын, вăл панă канашсем хаклă маншăн, - терӗ Сергей Мутин вӗрентекенне хисеп туса.

Тӗрӗсех, ӗçре ӗçчен те тăрăшуллă пулсан, ӳркенмесен лартнă тӗллеве пурнăçлама пулать, вăл темле амбицилле пулсан та. Сăмах май, малашне районта çулталăк тăршшӗпех тренировкăсем кăна мар, хоккей матчӗсем те ирттерме пулӗ. Спорт шкулӗн тӗп тренерӗ пӗлтернӗ тăрăх, Çӗпрел район территорийӗнче - промышенность зонинче Пăр керменне тума пуçланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев