Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрелӗнче Мироновпа Чебановăн палăкӗ уçăлать

Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă. Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен - Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн, методисчӗн, финанс математики, геометри, арифметика учебникӗсен авторӗн Павел...

Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă. Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен - Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн, методисчӗн, финанс математики, геометри, арифметика учебникӗсен авторӗн Павел Миронович Мироновăн (1861-1921) тата Çӗнӗ Шăхалӗнче çуралнă чăваш çыравçин, драматургӗн, публицисчӗн Анатолий Сафронович Чебановăн (1937-2011) палăкӗсене (авторӗ Н. Кондрашкин скульптор) уçаççӗ.

Раççей наукинче тата чăваш литературинче паллă йӗр хăварнă ентешсен ячӗсене çапла майпа ӗмӗрлӗхе хăварни калама çук пысăк та сăваплă ӗç. Вӗсем çакна чăннипех тивӗç. Район ертӳçисене тата палăксен авторне Н. Кондрашкин скульптора куншăн çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев